Хăйăрпа ÿкерер-и?

12 Кăрлач, 2016

Шупашкарти Леонид Агаков ячĕллĕ библиотекăра - «Хулари вулавăшсен пĕрлешĕвĕ» культура учрежденийĕн филиалĕнче - хăйăр анимацийĕн студийĕ ĕçлеме пуçланă.

Студин пĕрремĕш занятийĕнче Элла Дадюковăпа Вероника Кузьмина ÿнерçĕсем çамрăксемпе шкул ачисене хăйăрпа ÿкермелли меслетсемпе паллаштарнă, çĕнĕ искусствăн аталану кун-çулĕ çинчен каласа панă. Художниксем чĕрчун кÿлеписене, ÿсентăрана тата тĕрлĕ тĕрĕ-эреш туса кăтартнă, вĕсене мĕнле тумаллине вĕрентнĕ. Студие çÿрекенсем те хăйсен пĕрремĕш ÿкерчĕкне ăсталаса пăхма пултарнă.

«Хăйăр анимацийĕ хальхи вăхăтра питĕ ан­лă сарăлнă. Унпа ачасем те, çитĕннисем те кăсăкланаççĕ. Хăйнеевĕрлĕ те чуна тыткăнлакан ĕç пултарулăха анлăлатать, ăс-тăна аталантарать», - палăртнă студи йĕркелÿçи, «Арт игра» общество директорĕ Алексей Николаев.

А.МИХАЙЛОВ.