Хăяр-сиплевçĕ
Хăяра XVI ĕмĕрте акса ÿстерме пуçланă. Халăх 100 çул тăршшĕнчех унăн сывлăха ырă витĕм кÿрекен паха енĕсене асăрханă.
Хăяр вар хытсан пулăшнине ăнланнă. Унпа водянкăран, туберкулезран сипленнĕ. Çак çимĕçре кали нумай пулни /49: яхăн/ юн пусăмне йĕркене кĕртме пулăшать - вăл пысăк чухне те, пĕчĕк пулсан та хăяр çини питех те усăллă.
Хăяр сĕткенĕ шăлсем, шăл туни сыв мар чухне пулăшать. Туберкулез аталансан ирхине выç варла тата каçхине 2-шер апат кашăкĕ сĕткен ĕçмелле. Ÿт чирĕсем аптратсан халăх сиплевçисем хăярпа кишĕр сĕткенне хутăштарса ĕçме сĕнеççĕ. Сарăхнă хăяр е вăрлăхĕн шĕвекĕпе сарамакран, пĕвер чирĕсенчен сипленеççĕ.
Çулçи-туни те сиплĕ витĕмпе палăрать. Юлашки хăярсене татнă хыççăн ăна сивĕ шыва ярса лайăх çумалла, вĕтĕ турамалла, типĕтмелле. Типĕтнĕ курăка /50 грамм/ çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕриччен çулăм çинче тытмалла. Кунне 3 хут ăшăлла çуршар стакан ĕçмелле. Юн кайсан пулăшать.
Комментари хушас