Хаяр пăрăç ÿстеретпĕр

28 Çĕртме, 2018

Хаяр пăрăç — çутта тата ăшша, нÿрĕке юратакан культура. Ăна парникра çитĕнтерни тĕрĕсрех. Пирĕн тăрăхра çулла та час-часах çанталăк выляса тăрать — шăрăх кĕçех сивĕпе ылмашăнать. Кун пек çанталăкра хаяр пăрăç лайăх аталанаймасть. Унăн чечекĕ, тытăннă вĕтĕ çимĕçĕ тăкăнать. Ытлашши нÿрĕк чылай вăхăт тăрсан е шăрăх çанталăкра тăпра типсе кайсан та аптрать, аталанаймасть.
Хаяр пăрăçа пылаккинчен уйрăм лартмалла. Пĕр панчана ªпарникеº лартма юрамасть. Пĕрле лартсан иккĕшĕн те тути улшăнать. Пылак пăрăç хаярлăх илет, хаярри вара çителĕклĕ чĕпĕтмест, хăватсăр пулать. Хаяр пăрăç туни çирĕп мар, ăна куçарса лартнă хыççăнах юнашар хăйă тăрăнтарса ун çумне çирĕплетмелле. Вăл ытлашши çÿллĕ мар, ăна пĕчĕк панчара ÿстерме меллĕ. Панчана ăшă çанталăкра уçмалла, сивĕре, утă уйăхĕнче те, хупмалла.
Пăрăç 25 см çÿллĕшне çитсен унăн тăррине татмалла. Çак ăна туратланма май парать. Туратлансан 4-5-ĕшне, чи вăйлисене, хăвармалла. Вĕсен айĕнче туратсем татах тухма пултараççĕ — татса пăрахмалла, аялти çулçăсене те иртмелле.
Чи малтан тухнă чечеке те татмалла. Унсăрăн вăл пĕтĕм вăйне çимĕçе ÿстерме ярать. Пахчаçа вара нумайрах çимĕç тытăнни кирлĕ.
Ÿснĕ вăхăтра азотлă удобренипе е каяш, вĕлтрен шывĕпе шăвармалла. Çимĕçсем тытăнсан калиллĕ, магниллĕ, фосфорлă удобрени ытларах памалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.