Хастарсен ĕçĕ те ăнăçать
13 May, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче лартнă палăка уçнă хыççăн çурхи ĕçсем районта мĕнле пынипе кăсăкланса «Çĕрулмие - мухтав» агрофирмăра пулчĕ. Тÿрех калар: çурхи кун çулталăк тăрантарнине аван ăнланаççĕ кунта. Михаил Васильевич Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Петр Красновпа тата Кияметдин Мифтахутдиновпа пĕрле Кĕçĕн Каçал ялĕ çывăхĕнчи уйра пулнă кун темиçе агрегат çĕрулми лартатчĕ. Технологие пăхăнни, кашни минута перекетлеме тăрăшни - куç умĕнчех.

Мĕн палăртни пурнăçланса, ĕç кал-кал пынипе кăмăллă агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин. Кĕçĕн Каçал ялĕ çывăхĕнчи уйра «Гала» сорт çĕрулми лартнипе пĕр самантрах Канаш, Елчĕк районĕсенче те тара илнĕ лаптăксем çинче «иккĕмĕш çăкăра» лартни пирки пĕлтерчĕ вăл. Вăрлăх çителĕклĕ, лайăх упраннă. Кĕçĕн Каçал çывăхĕнче лартмалли тепĕр 40 гектар юлнăччĕ. «Эсир Шупашкара çитиччен эпир кунта ĕçе, тен, вĕçлĕпĕр те», - шÿтлерĕ Хасиятулла Семигуллович.

Механизаторсен ĕçне аван йĕркеленĕ. Тÿлевсĕр виçĕ хут апатлантараççĕ, ĕç пахалăхлăхĕшĕн хушса тÿлеççĕ.

- Пĕлтĕрхи кăтартуран чакасшăн мар. Çапла калама шанăç пысăк, - терĕ гендиректор. - Акмалли-лартмалли пĕтĕмĕшле лаптăк - 1944 га. Вĕсенчен 1071 гектарне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнĕç. Выльăх-чĕрлĕх апачĕлĕх 173 га, техника культурисене 410 га акма-лартма палăртрăмăр. Чылай ĕçе пурнăçланă ĕнтĕ...

Пĕлтĕр çĕрулмине кăна 290 гектартан пухса кĕртнĕ, гектартан вăтамран 204,8 ц тухăç илнĕ. Пĕтĕмпе - 5940 тонна. Малашлăха шанчăкпа пăхаççĕ агрофирма ĕçченĕсем. Производствăна аталантарсах пыраççĕ. Елчĕкри филиалта кăна, сăмахран, 4,5 пин тонна çĕрулми управне тума инвестици проектне хатĕрлесе çитернĕ. Вăл ведомствăн «2014-2016 çулсенче çĕрулми тата пахчаçимĕç туса илмелли инфратытăма аталантармалли тата çĕнетсе лайăхлатмалли» чи пысăк проекчĕ иккен. Пĕлтĕр унта 52,574 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă.

Михаил Игнатьев хастарсене ăнăçу-ăнтăлу сунчĕ. Ĕç пахалăхне хаклама Уй-хир кунĕнче тепĕр хут килме шантарчĕ.

Юрий ЛИСТОПАД