Хастар физкультурниксене — уяв умĕнхи парне

10 Çурла, 2016

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Физкультурник кунне паллă тăваççĕ. Çавна май паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ.

Унта паллă спортсменсемпе тренерсем, спорт шкулĕн воспитанникĕсемпе вĕрентекенсем, спорт учрежденийĕсен ертÿçисемпе спорт ветеранĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Уявра физкультурăпа спорта аталантарассишĕн пысăк ĕçсем тунисене патшалăх наградисем пачĕç, спорт çемйисемпе династийĕсене парнесемпе чысларĕç. Профессие парăннă тата хăйĕн пурнăçне спорта халалланă сумлă çынсене — РФ тава тивĕçлĕ тренерне Михаил Кузнецовпа 80-ри спорт шурсухалне Рассых Камалетдинова — парнесемпе наградăларĕç. Чăваш Енри ГТО посолĕ Олимпиада Иванова ГТО нормисене пурнăçланă 10 çамрăка ятарлă паллăна пачĕ.

Пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Олимп чемпионки Елена Николаева саламларĕç. Çавăн пекех ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков отрасль аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл республикăра пурăнакансенчен 39 проценчĕ спортпа туслине, 50 пин çын ГТО нормисене пурнăçланине, çĕнĕ обьектсем хута кайнине тата ыттине палăртрĕ.

А.Михайлов.

 

Рубрика: