Хастар çынсене шыраççĕ
21 Dec, 2015 | Çамрăксем

«Единая Россия» партин ача сачĕсем, шкулсем, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссем, медицина учрежденийĕсем тăвассипе çыхăннă проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Патшалăх Думин Регламентпа Патшалăх Думин ĕçне йĕркелекен комитечĕн председателĕ Виктор Пинский сÿтсе явнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджетне иккĕмĕш вулавпа йышăннине пĕлтернĕ. "Республика бюджечĕ шайлашуллă тата социаллă тĕллевлĕ. Унта РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнă тĕллевсене пурне те шута илнĕ. Граждансен пулăшу уйрăмах кирлĕ категорине манман. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ЖКХ пулăшăвĕсен тарифĕсем ÿснине тĕпе хурса граждансене çак тÿлев валли паракан субсиди укçи-тенкине 20: ытларах пăхса хăварнă. Çакна пула Шупашкар хулинчи кашни 4-мĕш, республикăри кашни 5-мĕш çемье ку субсидие илет", - тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев тата Виктор Пинский Патшалăх Думин 2016 çулта иртекен суйлавне хатĕрленес ыйтусене сÿтсе явнă.

"Эпир влаçпа та, общество организацийĕсемпе те, тата, паллах, партире те калаçусем ирттеретпĕр. Эпир праймериза хутшăнас текенсене шыратпăр. Çак мероприяти тĕллевĕ - лидерсене, сирĕн республикăра хисеплекен çынсене, праймериза хутшăнма пултаракансене, тупса палăртасси. Паллах, çĕнтерекенсене парти Патшалăх Думин суйлавĕнче пулăшĕ. Праймериз уçă модельпе иртет”, - палăртнă Комитет председателĕ. "Кирек мĕнле çын та - "Единая Россия" парти членĕ-и вăл е нимĕнле партире те тăмасть-и - кандидат пулма пултарать”, - тенĕ Виктор Пинский.

И.НИКОЛАЕВА.

И.НИКОЛАЕВА