Харпăр хăй ыйтăвĕсемпе
31 Mar, 2015

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн 2011 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕнчи хушăвĕпе мобильлĕ йышăну йĕркеленĕ. Вăл вырăнти халăхăн, патшалăх тата муниципалитетри влаç органĕсем çынсен прависене тивĕçтерессипе, хÿтĕлессипе тата пулăшу кÿрессипе çыхăннă ыйтăвĕсене вырăнтах татса пама май парать.

Кун пек куçса çÿрекен мобильлĕ комплекс юлашки вăхăтра Улатăрта, Канашра, Куславккара тата Етĕрнере пулнă, çынсенче харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Чылайăшне татса панă ĕнтĕ.

Черетлĕ «чарăну» март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче пулнă. Йышăнăва тĕрлĕ ыйтупа 13 çын пынă. Вĕсене пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, çĕр хутшăнăвĕсен саккунĕсене çĕнетсе улăштарасси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пуçарма грант илесси, тыл ĕçченĕн статусне парасси, ялсенчи уйрăм урамсене газпа, шывпа тивĕçтересси тата ытти те кăсăклантарнă. Пуçарнă ыйтусене татса парассине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн уйрăм çынсен тата организацисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени сăнаса тăрĕ.

 

Ю.СТЕПАНОВ