"Хамăрăн тарпа алла кĕни хаклăрах"

25 Çĕртме, 2015

Халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе патшалăх хăйĕн çине илнĕ ĕç-хĕле анлăлатсах пырать. Акă районсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсенех илер. Çынсене пулăшмалли мелсене сарсах пыни куçкĕрет. Сăмахран, Вăрмарти ĕçпе тивĕçтерекен центр ведомство сĕнекен çĕнĕлĕхсене çийĕнчех хута ярать. Тĕслĕхрен, компьютер технологийĕсем анлă сарăлнă вăхăтра çынсемпе интернет урлă "Скайп" программăпа çыхăнса калаçасси йăлана кĕрсе пынă май халĕ ĕç шыракансем унпа тивĕçтерекен пуçлăхсемпе çакнашкал мелпе сăмахлама-канашлама пултараççĕ. Питĕ меллĕ: пĕрре - вăхăт перекетленет, тепре - кăсăклантаракан ыйтусене çийĕнчех уçăмлатса сĕннĕ ĕçе вырнаçасси пирки татăклă хурав пама май пур.

- Чăн та, ĕç шыракансемшĕн кунашкал калаçу - резюмере кăтартма-палăртма çук енсене уçма паракан хăйнеевĕр паха май. Предприятие çитсе канашласси тепĕр чухне çул çинчи тăкаксемпе те çыхăннă - интерактивлă майпа çыхăннă чухне вара кĕсье нимĕн чухлĕ те пушанмĕ, - ăнлантарать асăннă центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Людмила Мишина.

Нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи Можайск районĕнчи "Тимĕр-бетон хатĕрсен 198-мĕш комбиначĕ" АХОра кадрсен енĕпе ĕçлекен специалистсемпе скайппа калаçу иртнĕ. Пухăннисем аякри поселокра вырнаçнă предприятие каяс-тăк шалу мĕнлерех пуласси, пурăнмалли тата ĕç условийĕсем, апатлану еплереххи çинчен ыйтса пĕлнĕ. Интернет-çыхăну урлă калаçу йĕркелессипе ĕçпе тивĕçтерекен служба малашне те тухăçлă усă курĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа Вăрмар районĕнчи ĕçлев центрне ĕç шыраса 517 çын пынă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан - 159 çын сахалрах. Январь-май уйăхĕсенче вăхăтлăх тата яланхи ĕçсене 477 çынна вырнаçтарма май килнĕ /çакă патшалăх заданине 119 процент пурнăçланипе танлашать/.

Хальхи вăхăтра вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем республика тулашне ĕçлеме каякансене шута илес, вĕсен ĕç-хĕлне тĕпчес енĕпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Çакă хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене çăмăллатас, налуксене район тытăмĕнче ытларах хăварас, çемье институтне çирĕплетес тата пĕлтерĕшлĕ ытти тĕллевсемпе çыхăннă. Ку енĕпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба учрежденийĕ самаях пысăк тÿпе хывать. Район ертÿлĕхĕ йышăнакан мерăсене пурнăçласа служба специалисчĕсем тĕрлĕ пуçару тăваççĕ. Акă, тĕслĕхрен, официаллă мар йĕркепе тăрăшакансене хăйсен центрĕ урлă ĕçе вырнаçма сĕнеççĕ. Тĕрлĕ регионсемпе çыхăнусем йĕркелессине сарсах пыни вара кăмăла каяканнине суйлама май парать. Çапла майпа Хусана, Мускава çынсене ĕçлеме янă тĕслĕхсем пур. Çак кунсенче кăна черетлĕ килĕшÿ тунă. Тутарстанри Верхнеуслоново районĕнчи «Новые Моркваши» УК» тулли мар яваплă обществăна электрик, плиточник пулса ĕçлемешкĕн кайма кăмăл тăвакансене Вăрмарти ĕçлев центрĕ хапăлласах кĕтет.

Çуллахи вăхăтра шкул ачисен хушшинче те хăйсем пурнăçлама пултаракан ĕçе вырнаçас текенсем тупăнаççех.

- Çемье бюджетне пуянлатма хăйсен тÿпине хывакан çул çитмен çамрăксен хастарлăхне ырласа кăна йышăнмалла. Çакнашкал енпе пулăшу кÿрес тĕллевпе хальлĕхе районти предприяти-организацисемпе 10 килĕшÿ турăмăр. 211 ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме май килчĕ. Çу каçиччен, паллах, татах та вырнаçтарăпăр-ха. Шкул ÿсĕмĕнчи ачасен пулăшăвĕпе усă курма килĕшнисен хушшинче - хресчен-фермер хуçалăхĕсем, "Вăрмарти чăх-чĕп фабрики" АУО, "Светлана" тулли мар яваплă общество. 14 тултарнă е аслăрах вĕренекенсем хăйсем пуçăннă ĕçе аслисенчен кая мар тÿрĕ кăмăлпа туса пыни пире те савăнтарать. Акă Кивĕ Вăрмар ялĕн территорийĕнче вырнаçнă чăх-чĕп фабрикинче тăрăшакансем пирки çуллен ырă сăмах кăна илтетпĕр. Предприяти ачасене ĕç укçине те аван тÿлет, - каласа кăтартать халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ Галина Николаева.

"Çуллахи ĕç" программăпа ки-лĕшÿллĕн вăл е ку предприятире тăрăшакан ачасене патшалăхăн асăннă служби уйăхне 1000 тенкĕрен кая мар хушса тÿлени çул çитменнисене питĕ хавхалантарать - акă мĕн паха. "Хамăр тарпа ĕçлесе илнĕ укçа алла кĕни атте-анне тыттарнинчен хаклăрах та ", - терĕç Кивĕ Вăрмарти хур ферминче тăрăшсах тислĕк кăларакан ушкăнри Татьяна Артюкова тата Снежана Лусникова хăйсене никам та хистесе ĕçе хăваламаннине систерсе.

Вăрмарсем кăçала валли палăртнă патшалăх заданийĕсене тĕпрен илсен пурнăçланă та темелле. Эппин, çитес çурçуллăха мĕнле тĕллевсемпе кĕтсе илеççĕ-ха вĕсем?

- Районта официаллă майпа ĕçсĕр тесе йышăнакан çынсен хисепне епле те пулин ÿстерес марччĕ. Регистрациленнисен йышне вара чакарсах пырасчĕ. Граждансем патшалăх пулăшăвĕн усăлăхне май пур таран туйччăр тесе ĕç паракансемпе çыхăнусене лайăхлатса-çĕнетсех тăмалла пирĕн. Çак тĕллевпе вырăна тухса ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркелеме палăртатпăр, - терĕ центр ертÿçи Виталий Нестеров.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.