Хальхи шкулăн мĕнле пулмаллине сÿтсе яврĕç

22 Пуш, 2019

Чăваш Енре шкул ачисем валли вĕрентÿ хутлăхĕ йĕркелес ыйту республика ертÿлĕхĕшĕн чи пĕлтерĕшлисен йышĕнче. Çакă пирĕн тăрăхра ку темăпа ятарлă проект та хута янинченех курăнать. Унпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ илме пуриншĕн те çул уçă пулмаллине, вĕрентĕве пахалăхлă йĕркелессине мала кăлараççĕ. Проект тĕллевĕ — 2025 çул тĕлне республикăри шкулсенче икĕ сменăпа вĕрентес тытăмран тĕпрен хăтăласси, çакнашкал лару-тăру патне çитмешкĕн пĕлÿ çурчĕсенче 17 пине яхăн çĕнĕ вырăн йĕркелесси.

Капашлă ыйтăва татас тесен депутатсен те çине тăрса ĕçлеме тивĕ. Çакна республика парламентарийĕ черетлĕ ларăва вырăна тухса ирттернĕ май палăртрĕ. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн депутачĕсем Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта çĕкленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ организацийĕнче /1100 вырăнлăх/, 4-мĕш лицейăн нумаях пулмасть реконструкциленĕ корпусĕнче тата 2018 çулхи авăн уйăхĕнче ачасене пирвайхи хут йышăннă 1-мĕш вăтам шкулта пулчĕç. Хальхи вăхăтра шкул строительствинче мĕнле ыйтусем сиксе тухаççĕ? Паян хута каякан тата тĕплĕ юсав хыççăнхи пĕлÿ çурчĕсем «хальхи йышши шкул» ăнлава туллин тивĕçтереççĕ-и? Тĕрĕслев органĕсем социаллă обĕектсен проектне çирĕплетес ĕçе хутшăнаççĕ-и? Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç «халăх тарçисем».

Ларăва ертсе пынă май çÿлерех асăннă комитет ертÿçи Вячеслав Рафинов çĕршывра пурнăç улшăнса пынă, экономика аталаннă май шкулсенче вĕрентĕве йĕркелесси те çĕнĕ пусăма куçмаллине палăртрĕ. Асăннă тытăмра улшăнусем кĕртме санитари-эпидемиологи, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки-ыйтăвĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ патшалăх стандарчĕсем витĕм кÿме тивĕç.

Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева, Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров, парламент депутачĕ, 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева, Шутлав-тĕрĕслев палатин ертÿçи Светлана Аристова хальхи вăхăтри çĕнĕ шкул çинчен калаçнă май ăна хăтланă е киввине реконструкциленĕ чухне ертÿçĕсене саккун пĕлĕвĕпе тĕревлемеллине, çакă бюджет укçине перекетлессипе çыхăннине палăртрĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас