Халăхсен туслăхĕн çурчĕ – пур!

22 Чÿк, 2016

Чăваш Енре наци культура пĕрлешĕвĕсене патшалăх пулăшăвĕ парас енĕпе хушма мерăсем йышăнас, граждан обществине аталантарассипе çыхăннă ĕç-хĕле этнокультура пĕрлĕхĕсене анлăрах явăçтарма майсем шырас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртне туса хурасси çинчен Указ кăларнă.

Çак хыпара республикăра тĕпленсе пурăнакан вун-вун халăх представителĕ нумай-нумай çул чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ку таранччен вăл е ку наци культура пĕрлĕхĕ, обществи, центрĕ ăçта май килнĕ çавăнта тытăнкаласа тăнă. Пÿлĕмсемшĕн, усă куракан лаптăксемшĕн, паллах, тÿлеме тивнĕ. Общество майĕпе ĕçлекен организацин укçа-тенкĕ çителĕксĕрри пуриншĕн те паллă. Çавăнпа кирек мĕнле мероприятире те Халăхсен туслăхĕн çурчĕ пирки калаçу пуçланатчĕ. Халĕ акă ыйтăва татса панă, ЧР Министрсен Кабинетне çурт тăвассипе, ăна хăйĕн ĕç-хĕлне пурнăçлама кирлĕ пурлăх уйăрса парассипе çыхăннă ĕçсене йĕркелеме хушнă. Наци пĕрлĕхĕсен ертÿçисем çак хыпара мĕнле йышăнчĕç-ха?

 

Акоп ПОГОСЯН, Раççейри эрменсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ:

— Тĕлĕнтермĕшсене ачасем кăна ĕненеççĕ тата шанаççĕ тенĕ пулăттăм, анчах çав пулăм пирĕнтен те пăрăнса иртмерĕ. Авăн уйăхĕнче республикăри Халăхсен ассамблейине йĕркелени пире çĕнĕ вăй пачĕ, хавхалану кÿчĕ.

Республикăра эрменсем икĕ пин çын ытла. Вĕсен йышĕнче паллă çынсем те пур. Сăмахран, Чăваш халăх художникĕ Миша Григорян. Унăн ĕçĕсен куравĕсене кашнинчех халăх пуçтарăнать. Пирĕн вырсарни шкулĕ те пурччĕ, анчах ăна тытса тăма майсем çуккипе вăл хупăнчĕ. Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче çĕнĕрен йĕркелесе яратпăрах.

 

Агиль АЛИЕВ, Чăваш-азербайджан туслăхĕпе çыхăнăвĕн юхăмĕн председателĕ:

— Пирĕн юхăм Чăваш Енри наци культура пĕрлĕхĕсенчен чи малтан чăмăртаннисенчен пĕри. Çавăнтанпа — çирĕм çула яхăн — кĕтетпĕр те ĕнтĕ Туслăх çурчĕ уçăласса.

Республикăри халăхсемпе çыхăннă мероприятисене кашнинчех пуçаруллă хутшăнатпăр, ытти наци хастарĕсен ĕçĕсемпе паллашатпăр. Пирĕн тĕллев — чăвашсемпе азербайджан халăхĕсен туслăхне, çыхăнăвне çирĕплетесси. Чăвашсен пултаруллă çыннисене Азербайджанри культура ыйтăвĕсемпе иртекен мероприятисене явăçтарма тăрăшатпăр, унтан Чăваш Ене килекенсене кĕтсе илетпĕр. Халăхсен туслăхĕн çуртне хута ярсан унта тĕлпулусем, халăхсен уявĕсем ытларах йĕр-келеме май пулĕ.

 

Элона РУМЯНЦЕВА, Нимĕç культура центрĕн председателĕ:

 

— Республикăра 400 ытла нимĕç пурăнать, вĕсенчен пысăк пайĕ — аслă ăрурисем. Апла пулин те эпир хамăрăн обществăна йĕркеленĕ. Мероприятисене тĕп хулари Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче ирттеретпĕр, хула влаçĕ пире унта пÿлĕм панă. Малтанхи вăхăтра тÿлевсĕрех тивĕçтернĕччĕ, халĕ хамăр шутпа тытса тăратпăр. Халăхсен туслăхĕн çуртне туса хуни пире питĕ савăнтарчĕ. Унта ытти наци культура центрĕсем те хÿтлĕх тупĕç. Пĕрлехи мероприятисем йĕркелеме питĕ меллĕ пулĕ. Тавтапуç республика ертÿлĕхне!

 

Надежда СМИРНОВА