Халăхсен съезчĕ
9 Aug, 2016

Чăваш Енре пĕрремĕш хут республикăра пурăнакан халăхсен съезчĕ иртет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă хушура палăртнă тăрăх — съезда Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Раççейĕн 2025 çулчченхи патшалăх наци политикин стратегийĕ çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ.

Форума авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Съездра Чăваш Енри халăхсен этнокультурине аталантармалли, вĕсене республикăн экономика тата социаллă пурнăçне хутшăнассине вăйлатмалли çул-йĕре палăртĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри Чăваш Республикинче Халăхсен ассамблейине туса хурасси пулĕ. Кун çинчен республикăри наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем пĕр хутчен кăна мар сăмах тапратнă.

Хушура çавăн пекех съезда хатĕрленсе ирттерме йĕркелÿ комитечĕн йышне çирĕплетнĕ. Унăн председателĕ — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев.