Халăхпа - куçа-куçăн

22 Чÿк, 2017

Республикăра, Шупашкарта, районсенчи ял-хулара куллен тĕрлĕ мероприяти иртет. Çав пулăмсен пĕлтерĕшĕ пур-и? Вĕсем халăхшăн усăллă-и? Малашне çак ыйтусене экспертсем тишкерсе хак парĕ.

Чăваш Республикинчи экспертсен клубĕ паян Наци библиотекинче пĕрремĕш пресс-конференци ирттерчĕ, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Ку тытăм Чăваш Енре хастар çынсен сĕнĕвĕпе тин çеç никĕсленнĕскер. Пуçаруçăсен ушкăнне вĕрентре, сывлăх сыхлавĕнче, ăслăлăх ĕçĕнче, общество тата политика пурнăçĕнче палăрнă çынсем, тĕн тытăмĕн представителĕсем кĕнĕ.

Ушкăн ертÿçисенчен пĕри Олег Сидоров политолог палăртнă тăрăх - клуба никĕсленĕ чухне çынсемпе куçа-куçăн курса калаçссине, республикăра пурăнакансене обществăн хальхи вăхăтри аталанăвĕ, вăл е ку пулăм пирки тĕрĕс информаци парассине тĕпе хунă. «Кашни çыннăн çивĕч ыйту пур. Вĕсене пĕрле сÿтсе явса татăклă йышăну тăвассине те шута илсе йĕркеленĕ калаçу клубне», - терĕ Этнер Егоров блогер пĕрлĕхĕн малашнехи ĕçĕлне уçăмлатнă май.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Олег СИДОРОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Л.Черкесовăн пулăшуçи:

  • Пирĕн хушăра вăл е ку енĕпе пысăк çитĕнÿ тунă, тĕрлĕ йывăрлăх витĕр тухса пурнăç чăнлăхĕпе тĕрĕс марлăхне уйăрма вĕреннĕ, çавна май эксперт ятне илме тивĕçлĕ пулнă çын сахал мар. Вĕсен кашнин хăйĕн шухăшĕ, тĕнче курăмĕ. Вĕсенчен кашниех вăл е ку пулăма хăйне майлă хак парать. Пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашни кăсăклă çеç мар, обществăшăн питĕ кирлĕ. Çапла майпа халăх шухăшлавне никĕслеме пултаратпăр. Çакă та пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.
Теги: 

Комментари хушас

Новости по теме