Халăх туслăхĕн уявĕ
4 Ноября, 2016 | Культура | Уяв

Чăваш Енре 128 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, хăшĕсем иккĕн-виççĕн кăна. Халăхсен хутшăнăвĕ республикăра çивĕч ыйтусен ретĕнче тăмасть. Лару-тăру яланах лăпкă та кăмăллă пултăр тесе ĕçлеççĕ те влаç органĕсем, вырăнти наци культура пĕрлĕхĕсем.

Çакна чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ "Раççейри халăхсен пĕрлехи çемйи" фестиваль тепĕр хут çирĕплетрĕ. Унта республика ертÿлĕхĕ те хутшăнчĕ.

 

Надежда СМИРНОВА.