"Халӑх предпринимателӗ" ята Татьяна Трофимова тивӗҫрӗ
23 Jun, 2017 | Экономика | чыслав

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарта "Бизнес-Ӑнӑҫу" премийӗн кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ. Пирӗн ҫӗршывра вӑл 7-мӗш хут йӗркеленет, Шупашкарта - пӗрремӗш хут.

Конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ. Чылайӑшӗнче ҫамрӑксем, уйрӑмах этемлӗхӗн черчен ҫурри, палӑрни савӑнтарать. Наталия Аниченкова, сӑмахран, С. Выходцев ячӗллӗ номинацире ҫӗнтерчӗ. Вӑл ертсе пыракан дизайн-студи мебельпе ӗҫлет. Наталия пытармарӗ, премие тивӗҫни ӑна малалла ӗҫлеме вӑй-хӑват хушать. Палӑртмалла: "Бизнес-Ӑнӑҫу" премийӗн ҫӗнтерӳҫисем хӗлле Мускавра иртекен финала хутшӑнӗҫ.

Татьяна ТРОФИМОВА, "Халӑх предпринимателӗ" номинацире ҫӗнтернӗ:

- Эпӗ Мускаври пӗр банкра чылай ҫул ӗҫлерӗм. Декрет отпускне тухсан та ахаль ларас килмерӗ - пӗр-пӗр производство йӗркелеме шухӑш ҫуралчӗ. Халӗ 9-мӗш ҫул ӗнтӗ пахчара тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ чухне усӑ куракан перчетке туса кӑларатпӑр. Ӗҫе пуҫӑнмашкӑн 14 станок туяннӑччӗ, халӗ вӗсен шутне 160-а ҫитерме пултартӑмӑр. Пӗр уйӑхра 1 миллиона яхӑн перчетке туса кӑларатпӑр. Вӗсене Калининградран Сахалина ҫити, Казахстана, Беларуҫе, Армение ӑсататпӑр.

Ирина КОШКИНА. Cap.ru порталти тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас