Халăх итлевĕ çинчен
30 Apr, 2015

«Чăваш Республикин бюджетсен право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2015 çулхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин 2014 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен халăх итлевне ирттерет.

«Республика» хаçатра пичетленнĕ тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетĕнчи официаллă сайтĕнче /www.gs.cap.ru/ вырнаçтарнă çулталăк отчечĕ пирки хăвăр шухăшăр-сĕнĕвĕрсене 2015 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕччен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне /428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт/ пĕлтерме пултаратăр.

Халăх итлевĕ Правительство çурчĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче /Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт/ иртет, 10 сехетре пуçланать.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 64-21-64 хушма /1028 тата 64-21-65.

 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ.