Хаксене кам ÿстерет?

5 Нарăс, 2015

Хаксене сăлтавсăр ÿстерме юраманни пирки çĕршыв ертÿçисен шайĕнчех асăрхаттарса тăраççĕ те - Раççей генпрокурорĕн Ю.Чайкăн хушăвне тĕпе хурса республика прокуратури те яваплă ытти тытăма явăçтарса çак ĕçе çанă тавăрсах кÿлĕннĕ. Апат-çимĕçĕн шалти рынокĕнче, вак суту-илÿ сечĕн пысăк компанийĕсен республикăра вырнаçнă лавккисенче хаксене йĕркелессипе çыхăннă саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.

Хуласемпе район центрĕсенчи чи пысăк 258 хуçалăх субъектĕнчи, çав шутра «Лента», «ЭССЕН», «Карусель», «Магнит», «Seven», «SPAR» гипермаркетсенчи тата ытти лавккари ĕç-пуçа тĕпченĕ. Тĕрĕслев çирĕплетнĕ тăрăх - федераци сечĕсенче, вырăнти сеть лавккисенче тата вĕсен тытăмне кĕмен ытти стационар объектĕнче тĕп апат-çимĕç продукчĕсем тĕлĕшпе хаксен вак суту-илÿри хушăмĕ 10-25% танлашать. Çав вăхăтрах чи малтан кирлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен переченьне кĕртнĕ уйрăм таварсем тĕлĕшпе хушăм 30% иртнĕ тĕслĕхсем те çук мар.

Калăпăр, Калинин районĕн прокурорĕ федераци шайĕнчи «EUROSPAR» сечĕн Шупашкарти лавккинче сысна ашĕн /шăмăсăррисĕр пуçне/ хакĕн хушăмĕ 40% иртнине палăртнă. Ку тĕслĕхпе халĕ ФАС управленийĕ тĕрĕслев ирттерет. Монополие хирĕç саккуна пăсман-и - çак ыйтăва уçăмлатмалла.

Муркаш районĕн прокурорĕ Мăн Сĕнтĕр райповĕн лавккинче техника регламенчĕн требованийĕсене тивĕçтермен, çынсен сывлăхне сиенлеме пултарас хăрушлăх кÿрекен услам çу сутнине тупса палăртнă. Çавна май лавкка заведующийĕ тĕлĕшпе адмĕç пуçарнă, райпо председателĕн ячĕпе представлени çырнă.

Çĕнĕ Шупашкарта вара «ЭССЕН» гипермаркетра Чилипе Перуран кÿнĕ 1,5 тонна панулмие карантин свидетельствисĕрех сутни палăрнă - административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç çуралнă.

Пĕтĕмпе республикăн прокуратура органĕсем асăннă сферăра йĕркене пăснин 56 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă, 7 представлени çырнă, 32 адмĕç пуçарнă - вĕсене тишкереççĕ. Прокуратура çак ĕçе малалла тăсать.

К.НИКОЛАЕВ

Рубрика: 
Автор: