Хаксем ÿсеççĕ...

Иртнĕ эрнере Раççей почти ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хаçат-журнал хакĕсене ÿстересси çинчен пĕлтерчĕ. Сăмахран, II çур çуллăха «Хыпар» хаçата пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен 460 тенкĕ те 86 пуспа çырăнтараççĕ пулсан - акан 1-мĕшĕнчен 744 тенкĕ те 12 пус. Çакă, паллах, пире те - хаçат-журнал ĕçченĕсене - хытах шухăшлаттарать. Хаксен ÿснин сăлтавне Раççей почтин ертÿçисем федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрманнипе çыхăнтараççĕ. Чăннипех çапла: çĕр-шыв правительстви хаçат-журнала валеçнĕшĕн субсиди уйăрманни çинчен пĕлтернĕ. Хаçат-журнал кăларакансен ирĕксĕрех çĕнĕ условисенче ĕçлеме тивет. Вăрттăнлăх мар: чылай çын халĕ кирлĕ хыпара Интернет урлă маларах илет. Хальлĕхе пурин те пĕтĕм тĕнчен «эрешмен картине» кĕрсе ÿкмешкĕн май çукрах-ха. Вулакана аван ăнланатпăр: вăл кашни пуса шутлать. «Хыпар» Издательство çурчĕн тусĕсене тепре аса илтересшĕн: пирĕн хаçат-журнала пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен йÿнĕ хакпа çырăнма васкăр. Вăхăт нумаях юлмарĕ - шутлă кунсенче почтальонпа тĕл пулма тăрăшăр. Çавăн пекех пирĕн кăларăмсене «Чăваш пичетпе» «Советская Чувашия» хаçатăн киоскĕсенче тата редакцире альтернатива мелĕпе çырăнтараççĕ.

Акан 1-мĕшĕнчен пулакан хаксене вара таблицăра кăтартнă.

Кĕске справка «Хыпар» хаçатăн каталог хакĕ /редакцие кĕрекен укçа/ 6 уйăха - 144 тенкĕ, çырăнтару хакĕ - 744 тенкĕ те 12 пус. 600 тенкĕ почтăна кайнине вулакан тавçăрса илчĕ пулĕ.