Хаклă ентешĕмсем! Сире Раççей кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

10 Çĕртме, 2016

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Раççей кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Ку уяв наци пĕрлĕхĕн, Раççей патшалăхĕн вăй-хăвачĕн, Тăван çĕршывăн хальхи пурнăçĕпе пуласлăхĕшĕн пирĕн пĕрлехи яваплăхăн символĕ пулса тăрать.

Пирĕн çĕршыв хăйĕн суверенитетне, никама пăхăнман политика ирĕкне яланах тивĕçлипе сыхланă. Çĕршыври тата тĕнчери тĕрĕс тытăм ирĕкне эпир паян та çирĕп хÿтĕлетпĕр.

Эпир, Чăваш Республикинче пурăнакансем, пирĕн пысăк çĕршывăн ытти гражданĕ пекех, хамăрăн ĕçри ăнăçусемпе Раççей аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хыватпăр.

Эпир хамăрăн çитĕнÿсемпе Раççей ят-сумĕпе унăн аслăлăхне татах ÿстерме, хамăрăн чи лайăх тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарасса шансах тăратăп.

Сире пурне те Раççее аталантарсах пыма ырă сывлăх, телей, ăнăçу, тăнăçлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.