ГТО паллишĕн — хушма балсем

22 Пуш, 2019

Чăваш Енри шкул ачисем аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне хушма балл илме пултарĕç. Ку тĕлĕшрен вĕсене ГТО палли пулăшĕ. Çакна Чăваш Енри физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Апла пулсан шкул ачисен пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен ГТО нормине пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Анчах çакна та шута илмелле: хăш-пĕр аслă шкул ГТОн ылтăн паллине çеç пăхать.

ГТО паллишĕн мĕн чухлĕ балл парассине кашни аслă вĕренӳ заведенийĕ хăй палăртать. Çĕршыври хăш-пĕр аслă шкулта çапларах: Мускав патшалăх университечĕ — 2 балл, Халăхсен хушшинчи çыхăнусен Мускав патшалăх институчĕ — 1 балл, Бауман ячĕллĕ Мускав патшалăх техника университечĕ — 4 балл, Экономикăн аслă шкулĕ — 5 балл таран, Мускаври физикăпа техника институчĕ — 2 балл, Мускав патшалăх инженерипе физика институчĕ — 1 балл, Санкт-Петербург патшалăх университечĕ — 3 балл тата ыттисем те.

16-17 çулсенчи хĕрсемпе каччăсен ГТО паллине илес тесен 5-мĕш картлашкари нормативсене пурнăçламалла, 18 çул тултарнисен вара — 6-мĕш картлашкарисене. Тĕплĕнрех пĕлес тесен Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн порталĕнче пăхмалла.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас