Грипп çулăхмĕ

23 Авăн, 2015

Кĕрхи кунсем çитрĕç, çанталăк сулхăнланса пырать. Кун пек чухне шăнса пăсăлас, гриппа чирлес хăрушлăх ÿсет. Çакна тĕпе хурса теветкеллĕх ушкăнне кĕрекенсене амак сарăлма тытăниччен иммунизацилеççĕ.

Тухтăрсем асăрхаттарнă тăрăх - аш­шĕ-амăшĕ ачине вакцинацилеме килĕшменни - унăн пурнăçĕн тата сывлăхĕн правине хĕсни. Профилактикăн шанчăклă мелĕпе усă курни вара чире сирнипе пĕрле ун хыççăнхи йывăрлăхран та хăтарать.

Вакцинацие медицина организацийĕсенчи прививка кабинечĕсенче, çавăн пекех ача-пăча вĕренÿ учрежденийĕнче тÿлевсĕр тăваççĕ.

Кăçалхи çуркунне Шупашкарта Хулари ача-пăчан 1-мĕш больницинче Çемье вакцинацийĕн центрĕ уçăлнă. Тĕпренчĕкĕсене гриппа чирлесрен прививка тутарма илсе пынă ашшĕ-амăшĕ хăй те çак процедурăна тивĕçеет. Асăннă центр тĕллевĕ - çитĕннисене консультаци парасси, вĕсене тата ачисене вакцинацие хатĕрлесси. Раççей Федерацийĕн прививкăсен наци календарьне кĕртнĕ вакцинăсене тÿлевсĕр тăваççĕ. Укçалла тивĕçмеллисем те пур паллах. Вĕсен шутне альтернативлă /комбинациленĕ/ тата чикĕ леш енне каймашкăн тутармалли вакцинăсем кĕреççĕ.

Сăмах май, 2014-2015 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче Чăваш Енри халăхăн планпа палăртнă йышĕн 28 проценчĕ иммунизациленнĕ, çав шутра - ачасен 34,4 проценчĕ.

2015-2016 çулсенчи эпидеми вăхăтĕнче профилактика прививкисен наци календарĕпе килĕшÿллĕн грипран 375 пин çынна прививкăламалла. Пĕр уйăх каялла республикăна ачасен «Гриппол плюс» вакцинине кÿрсе килсе сентябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне 12767-шне иммунитизациленĕ.

Пневмоккок инфекцийĕнчен кăçал 1600 çынна, çав шутра ÿпкен вăраха кайнă чирĕпе нушаланакансене тата 60 çултан иртнĕ граждансене, хÿтĕлемелле. Эпидеми кăтартăвĕ тăрăх асăннă чиртен 926 прививка тунă, 2014 тата 2015 çулсенче çуралнисене те вакцинацилеме тытăннă.

В.ИЛЬИНА

Рубрика: