«Гражданин» вăйă

10 Нарăс, 2015

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн студенчĕсем «Чăваш Ен студенчĕсем» ассоциаципе пĕрле станцисем тăрăх йĕркеленĕ «Гражданин» интеллект вăййине /проекта/ пурнăçа кĕртмешкĕн ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин грантне çĕнсе илнĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - шкул ачисемпе студентсене, общество пĕрлешĕвĕсен членĕсене çĕршывăн тĕп саккунне - Раççей Федерацийĕн Конституцине - лайăхрах пĕлмешкĕн пулăшасси. Вăйă йĕрки ансат: унта хутшăнакансем 10 станци тăрăх куçса çÿреççĕ, вĕсенче Конституцин кашни сыпăкĕ тăрăх задани пурнăçлаççĕ /çĕршывăн тĕп саккунĕн тексчĕпе усă курса/. Юлашки станцире суйлав правипе çыхăннă задани пулĕ. Шкулсен 5-шер çынран тăракан командăсем тăратмалла, пĕтĕмпе 1500 ытла çын правăпа çыхăннă пĕлĕвне çирĕплетĕ. Вăййа шкулсенче, ссузсемпе вузсенче ирттерме палăртнă, вĕсем 3 уйăх хушшинче хутшăнакан çынсемпе хăнасене йышăнĕç.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие хатĕрлесе ирттермешкĕн волонтерсен корпусне йĕркелеççĕ.

Рубрика: