Граждан оборонине халалласа

20 Кăрлач, 2017

Граждан оборонине малалла аталантарас тата обществăра унăн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе Раççей МЧСĕн тытăмĕнче 2017 çула Граждан оборонин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Кăçал юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче асăннă тытăм хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Унăн историйĕ 1932 çултанпа, вырăнти сывлăш оборонине йĕркеленĕренпе, çырăнма тытăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл малаллах аталанса пынă. Паянхи кун, техногенлă инкексем тухас хăрушлăх пысăк чухне, çынсен кирек мĕнле синкере те хатĕр пулмалла: вĕсен экстремаллă лару-тăрура мĕн тумаллине пĕлмелле, ыттисене пулăшу кÿме пултармалла. Çавăнпа халăха вĕрентесси Граждан оборонин çулталăкне халалланă мероприятисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулĕ.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ асăннă çулталăкăн пĕрлехи лозунгĕпе логотипне хатĕрлес тĕлĕшпе конкурс ирттерет. Тĕплĕнрех — управлени сайтĕнче.