Грантсем культурăна тĕревлĕç
4 Jul, 2016

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе Правительство членĕсемпе, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах Михаил Васильевич 2017 çулта професси коллективĕсен пултарулăх проекчĕсене пурнăçлама 2,8 миллион тенкĕлĕх грантсем уйăрасси çинчен калакан хушăва алă пусни çинчен пĕлтернĕ. Ырланă проектсен шутĕнче — Чăваш патшалăх драма театрĕн «Тăманлă каç» спектаклĕ, Чăваш наци музейĕн В.И.Чапаев музейĕн реэкспозицийĕн проекчĕ, Чăваш патшалăх пукане театрĕн Петĕр Хусанкайăн «Юмахсем» кĕнеки тăрăх лартнă юмахсене çемьепе пăхмалли проекчĕ.

Михаил Игнатьев çавăн пекех талантлă çамрăк специалистсене хавхалантарас тĕллевпе маларах республикăн Çамрăксен патшалăх премийĕсене панине аса илтернĕ. Çапла вара юлашки 3 çулта премисен шучĕ тăваттăран саккăр таран ÿснĕ, тÿлевсен калăпăшĕ 5 хут пысăкланнă. Паян вăл кашни енпе 50 пин тенкĕпе танлашать.

Çурт-йĕр тăвас ыйтупа вице-премьер — строительство министрĕ Олег Марков сăмах илнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — кăçал республикăра 720 пин тăваткал метртан кая мар пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче 214 пин тăваткал метр ытларах хута янă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăтартусем чакни палăрать. Çавна май районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене ку енĕпе ĕçе вăйлатма сĕннĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарнă. Республикăри хуçалăхсене выльăх апачĕ пĕтĕмпе 1,2 миллион ытларах тонна кирлĕ. Ăна çителĕклĕ хатĕрлеме лаптăксем пур. Фураж тĕлĕшпе кăна чăрмавсем пулма пултараççĕ — ăна республика тулашĕнчен 160-170 пин тонна кÿресси йăлана кĕнĕ. Халĕ хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе планпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Ку енĕпе çанталăк лайăх тăни те пулăшать. Çавна май Сергей Артамонов курăксене пĕрремĕш хут çулса пухса кĕртессине çывăх вăхăтрах вĕçлемелли пирки асăрхаттарнă.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пĕтĕм Раç­çейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Çырав çĕршывăн ял хуçалăх ресурсĕсене тĕпчеме кирлĕ. Унăн кăтартăвĕсем ялти пурнăçа лайăхлатмалли мерăсем йышăнма пулăшĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленни çинчен вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова каласа панă. Регион пуçлăхĕ çак вăхăт питĕ яваплă тапхăр пулнине палăртнă. Паян республикăра 1 пин ытла вĕренÿ организацийĕ ĕçлет, çав шутра — 474 шкул. Кăçал 108 вĕренÿ организацийĕнче капиталлă юсав ирттерме палăртнă, çак тĕллевпе 167 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Вак юсав ĕçĕсем валли — тата 77,3 миллион тенкĕ. «Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан мĕнпур организаци вĕренÿ процесне пуçламашкăн хатĕр пулмалла», — тĕллев лартнă Михаил Игнатьев. Çакна та палăртмалла: кăçал республика çĕнĕ шкулсем, садиксем тăвас енĕпе те малалла ĕçлет. Çак тĕллевпе 1064,8 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров çынсен шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă мерăсемпе паллаштарнă. Кăçал Чăваш Енре 14 пляжа официаллă майпа уçнă. Çавăн пекех шыва кĕме ирĕк панă ятарлă 17 вырăн пур. Ку енĕпе Муркаш районĕн тата Шупашкар хулин администрацийĕсем лайăх ĕçленине палăртмалла. Çав вăхăтрах чылай муниципалитетра çынсем шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем йĕркелес тĕлĕшпе нимĕн те туман. Вениамин Петров палăртнă тăрăх — çынсем путнипе çыхăннă инкексем шăпах ятарласа йĕркелемен вырăнсенче шыва кĕнипе сăлтавланаççĕ. Шел те, çулталăк пуçланнăранпа республикăра шыв объекчĕсенче 20 инкек пулнă — 21 çын путса вилнĕ. Çав шутра — 4 ача. Инкексен тĕп сăлтавĕсем — шыва ÿсĕрле кĕни, аслисем ачасене тимлĕхсĕр хăварни.

«Çынсен вилĕмĕпе çыхăннă кашни тĕслĕх — пысăк инкек, çемьесемшĕн тавăрма çук çухату. Ансат правилăсене пăхăнманни те çынсен вилĕмĕпе вĕçленме пултарать. Çакна яланах асра тытмалла», — тенĕ Михаил Игнатьев. Вениамин Петров «Канаш-Энĕшпуç» чукун çулăн 680-мĕш километрĕнче пушă цистерна тележкисем рельссем çинчен тухса кайнă тĕслĕхпе ĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Лару-тăрăва хăвăрт йĕркеленĕ — пуйăссем расписанипе килĕшÿллĕн çÿреççĕ.

М.АНДРЕЕВ