Гороскоп. Июль, 13-19

9 Утă, 2015

Сурăх. Кашни утăма тĕплĕ шухăшласа тăвăр. Услам кÿрекен ĕç тупма, пуçланă проекта вĕçлеме тăрăшăр. Унсăр пуçне те пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пур-и? Вĕсене эрнен иккĕмĕш çурринче пурнăçа кĕртĕр. Канмалли кунсенче аçăр-аннĕре пулăшма, юратнă çынпа ăçта та пулин çитсе килме май тупăр.

Вăкăр. Пулни-иртнине хăвăра май хаклани, шухăшсене ĕнентерме пĕлни ĕçтешсене те тĕлĕнтерĕ. Çапах çăлтăрсем хăвăра алăра тытма, çăвартан тухакан кашни сăмаха лайăх шухăшласа калама сĕнеççĕ. Унсăрăн каярахпа хытах ÿкĕнме тивĕ.

Йĕкĕреш. Ăнсăртран тĕн-тĕшмĕшпе, философипе кăсăкланма пуçлатăр. Çывăх çынсене ăçта та пулин канма илсе каймашкăн палăртнă-и? Çула çак эрнере тухăр - вăхăта савăк ирттерме май пулĕ. Кама та пулин кÿреннĕ-и? Тархасшăн та, çилĕ ан тытăр - сăмах хушса калаçма хал çитерĕр.

Рак. Вăй-хал тапса тăнине туятăр. Пур ĕçе те питĕ хăвăрт пурнăçлатăр, кăткăс лару-тăруран та çăмăллăнах тухатăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче ĕçре пысăк çитĕнÿ тума май пулĕ. Анчах канмалли кунсем тĕлне ывăннине туятăр. Ку кăна-и? Килте юсав ĕçне кÿлĕннисен канма вăхăт пулмĕ.

Арăслан. Ку эрнере йĕркелеме палăртнă мероприятисене каярахпа ирттерме тивĕ. Унсăр пуçне харкашнă ĕçтешсене пĕр чĕлхе тупма пулăшмалла, пуç уснă юлташа алă памалла... Кирек мĕнле ĕçе те вĕткеленмесĕр, тарăннăн шухăшласа пурнăçлăр - васкани никама та ырă кÿмест.

Хĕр. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пулĕç. Пĕр парăма тататăр кăна - татах кивçен илмелле. Ĕçре тимлĕхе пĕр самантлăха та ан çухатăр, кашни вак-тĕвеке хыпкаланмасăр тĕрĕслĕр. Хăшĕ-пĕрин ырă кăмăллă хĕрпе /каччăпа/ паллашма май килĕ. Сире ĕç вырăнĕ йăлăхтарнă-и? Урăххине шырама пултаратăр.

Тараса. Тавар туянма ан васкăр - çăлтăрсем укçана çилпе вĕçтерес хăрушлăх пысăккине систереççĕ. Ĕçре кăна мар, ахăртнех, çемьере те ăнланманлăх сиксе тухĕ, харкашмалли сăлтав тупăнĕ. Ăслă пулăр: чĕрре кĕрсе лару-тăрăва ан кăткăслатăр. Канмалли кунсенче аçăр-аннĕр патне çитсе килĕр, пахчара тăрмашăр.

Скорпион. Ĕç кал-кал пымасть-и? Апла пулин те çынсен сĕнĕвĕ хыççăн ан кайăр, чун мĕнле ыйтать - çапла тăвăр. Пуçлăхпа ан тавлашăр - вăл сире куншăн каярахпа тавăрма хăтланĕ. Сире килĕштермен ĕçтешсем те тарават пулĕç - ахăртнех, вĕсене пулăшу кирлĕ. Эрнен иккĕмĕш çурринче, уйрăмах - каçсерен, савнипе юнашар пулма тăрăшăр.

Ухăçă. Савăнмалли сăлтав темиçе те пулĕ. Пĕрремĕшĕнчен, алла укçа кĕрĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çак кĕмĕлпе тахçантанпах туянма палăртнă япалана илме май пулĕ. Ку кăна та мар, чуна çĕклекен хыпар илтетĕр. Вăлах пурнăçăра çĕнĕ варкăш кĕртĕ.

Ту качаки. Ку яхăнта сывлăха упрамалли çинчен шухăшлăр - мĕн те пулин канăçсăрлантарать пулсан тухтăр патне çитсе килни те пăсмĕ. Канмалли кунсенче хĕле хатĕрленĕр - варени-компот тăвăр, хăяр тăварлăр... Отпуска кайманнисен ăна ăçта ирттересси пирки çак кунсенче шухăшламалла.

Шывтăкан. Эсир иртнĕ уйăхра тунă ĕçсене халĕ те пĕтĕмлетмен-и, тĕллевсене палăртман-и? Çакна ку эрнере тăвăр. Унсăр пуçне илтнĕ хыпар тарăн шухăша ярĕ. Тен, çывăх çынна пулăшу кирлĕ? Ыйтса тĕпчĕр, алă парăр. Мăшăрпа /савнипе/ çурта çутин илемĕпе киленсе чунран калаçма май тупăр.

Пулăсем. Эрнен малтанхи кунĕсенчех вăй-хал тапса тăнине туятăр, çавăнпа пултарулăха аталантарма майсем шыратăр. Ку тĕрĕс! Телей кайăкне алăран вĕçертес килмесен чун ыйтнине пурнăçлăр. Çăлтăрсем асăрхаттарнине шута илес тĕк, ку тапхăрта вак-тĕвек япала туянса тăкакланмалла мар.

Теги: 

Новости по теме