Географи диктанчĕ

15 Юпа, 2015

Пĕтĕм Раççейри «Вырăс географи обществи» общество организацийĕ диктант ирттерме шухăшланă. «Пĕтĕм Раççейри географи диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ пирĕн çĕршывра кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче старт илĕ.

Акцие ирттерсе çынсем географие мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслесшĕн. Диктанта кирек кам та çырма пултарĕ. Ÿсĕм, мĕнле пĕлÿ илни, хăш тĕне ĕненни пĕлтерĕшлĕ мар. Акцие тÿлевсĕрех хутшăнма пулать. Диктанта пур регионта та пĕр кунра, пĕр вăхăтра çыртарĕç. Вăл «Манăн çĕршыв - Раççей» темăпа пулĕ. Унта хутшăнас текенсен Регион лапамне çитмелле. Унăн адресне www.rgo.ru сайтра тата «Вконтакте» соцсетьри «Географи диктанчĕ» ушкăнра тупма пулать. Чăваш Енре диктанта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вулĕç.

Рубрика: