Геннадий Айхи (1934–2006)

29 Çĕртме, 2015

Геннадий АЙХИ (Геннадий Николаевич Лисин) 1934 ҫулхи августӑн 21-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Çӗньялта ҫуралнӑ. Патӑрьелти педагогика училищине тата СССР писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтне пӗтернӗ. Мускавра В.В. Маяковский музейӗнче ӗҫленӗ. Чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ, тӗрлӗ халӑх литературине чӑвашла куҫарас енӗпе питӗ нумай ӗҫленӗ. Вӑл хатӗрленӗ «Чӑваш поэзийӗн антологийӗ» ЮНЕСКО пулӑшнипе Англире, Венгрире, Францире тата ытти ҫӗршывсенче тухнӑ.

1994 ҫулта Геннадий Николаевича «Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл – Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн (1990 ҫ.), А.Белый, Б.Пастернак, Ф.Петрарка ячӗллӗ премисен, Франци Академийӗн Поль Дефей ячӗллӗ премийӗн (1972 ҫ.) тата Венгри Халӑх Республикин литература, театр тата музыка Агенствин (АРТИСЮС) премийӗн (1978 ҫ.) лауреачӗ. Ӑна Венгрин Культура министерствин «Эндри Адине асӑнса» (1987 ҫ.) медальпе тата ытти сумлӑ наградӑсемпе чысланӑ. Геннадий Айхи – ӳнер тата литература Орденӗн (Франци, 1998 ҫ.) командорӗ.

Тӗнчипе паллӑ сӑвӑҫӑн тӑван чӗлхипе ҫырнӑ сӑввисем «Аттесен ячӗпе» (1958), «Утӑм» (1964), «Палӑрӑм» (1971), «Чӗрӗ тӗвӗ» (1975), «Сӑвӑсем» (1980) тата ытти кӗнекесенче пичетленнӗ. 2008–2009 ҫҫ. унӑн «ҫырнисен пуххи» Шупашкарта виҫӗ томпа кун ҫути курнӑ.

Сӑвӑҫ 2006 ҫулта вилнӗ.

Геннадий Айхи – чӑваш тата тӗнче литературисен классикӗ. Петӗр Хусанкайӑн пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑсса. Европӑри, Азири тата Америкӑри халӑхсене чӑваш халӑхӗн авалхи сӑмахлӑхӗпе, культурипе тата ку чухнехи литературипе паллаштарас тӗлӗшпе вӑл вышкайсӑр пысӑк ӗҫ туса хӑварнӑ.

 

ЯТСӐР СӐВӐ

(Юлташ вулаттарнӑ ҫыру)

Тем те пулĕ кайран. Пулĕ уйрăмлăх, пĕрлĕх,
Ĕç, çемье, кил ăшши... Пурпĕр ман пурнăçра
Çутă вăрттăнлăх пулнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх
Уçăлми тупсăм евĕр упранĕ санра.
...........................................................................
Ик эрне килĕмре пурăнатăп чиперрĕн,
Ик эрне куçма-куç кураймарăм сана.
Çынсенчен сан пирки эп ыйтса пĕлеймерĕм, –
Сан ятна асăнсан, шÿт сăмах пуçланать.
 
Ăнлансам эс мана: саншăн эп вăтанмастăп,
Хăрамастăп манран куç хĕссе куласран, –
Ниепле те йышра лăпланса лараймастăп,
Сан пирки: «Вăл хĕр пуçăн...» тесе хускатсан...
.......................................................................
Астăватăн-и эс (ун чухне эп ачаччĕ):
Инçетри улăха тухса кайрĕç хĕрсем.
Йĕпе атă çине сарă вăрă сапатчĕç
Кустăрма хушшипе явăнан курăксем...
 
Юлашки вут çути сан çинче ялтăрарĕ, –
Иккĕн кайрăр эсир... Сÿнсе ларчĕ вучах.
Юнашар прачакра сан юрру янăрарĕ, –
Калаçмарăр эсир – эп лăплантăм кăштах.
 
Эп вăрантăм ирех. Хыр тăрри хĕрелетчĕ...
Çывăхрах, ĕшнере, чÿхенетчĕ çĕн кун.
Турта пуçĕ çинче çилпеле чÿхенетчĕ
Йĕпе çĕмĕрт лексе сенкерленнĕ саппун.
 
Эс, паллах, юнашар, – эп пăхмасăр чухларăм,
Сулхăнра эс тăран – витĕр-витĕр сенкер...
Çакăн евĕр сăн курнă пуль Атăл тутарĕ,
«Уйăх хĕрĕ» ята чи малтан тупнăскер...
........................................................................
Темшĕн айăплă пек – сукмаксем пĕр килсен те,
Халь иртен инçетрен эс, иртен пуç чиксе.
Куçма-куçăн юлсан – ачапча куçĕсем пек
Вăтантарĕç пире çĕрулми çеçкисем.
 
Мĕншĕн айăплă эс? – Туй пирки шутламан эс,
Пĕр сăмах каличчен малтан çиччĕ виçмен.
Ма хăвна упраман, ма унран сыхланман эс?..
«Ку мана илмесен, урăх тупăп», – темен.
 
Юлашки хут – итле! – автансем авăтаççĕ,
Хĕвеле хирĕçле храхуран çаврăнса.
Туйăнать хăш чухне – тен, пире йыхăраççĕ:
«Çула тухăр пĕрле алла-ал тытăнса!..»
........................................................................
Чĕлтĕрти кĕрен кĕл пек Хуркайăкăн Çулĕ
Чÿхенет, чĕтренет лăпкă ял çийĕпе...
Тен, ачу ыйхинче аллине кăнтать пулĕ,
Кăкăрна ăшăтать пуль вĕри тутипе.
........................................................................
Тем те пулĕ кайран, пурнăç улшăнĕ тĕрлĕ,
Çакăнта çырни çеç курнас çук урăхла.
Эп ун чух кăшт ăнкарнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх
Юлĕ çавăн пекех, – тупсăмне уçмасла...

1954

 

Новости по теме