Гендиректорччĕ. Халь - ристан

9 Юпа, 2015

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ юнкун "Чăваш энергосбыт компанийĕ" АУО /ЧЭСК/ гендиректорĕ пулнă Михаил Ширунов тĕлĕшпе Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ пуçарнă тата тĕпченĕ уголовлă ĕçпе приговор палăртнă.

Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - Ширунов энергосбыт компанине ертсе пынă май 2008 çулта "Кустовой вычислительный центр" АХОпа /КВЦ/ пулăшу ĕçĕсем кÿме килĕшÿ тунă. Компанин çав вăхăт тĕлне ыйтакан информаци пулнă ĕнтĕ, çавăнпа та энергетиксене хайхи пулăшу ĕçĕсем кирлĕ пулман - ертÿçĕ çакна пĕлнĕ. Асăннă предприяти килĕшÿре пăхнă ĕçсене пурнăçламаннине пĕлнине пăхмасăр Ширунов КВЦна 2,3 млн тенке яхăн куçарса панă. Кайран çав укçана вăрланă.

Кунашкалли 2009 çулта та пулнă. Ку хутĕнче те пысăк укçа куçарнă. Çапла вара 2007-2009 çулсенче гендиректор ЧЭСКăн 9 млн та 870 пин тенкине хăйĕн кĕсйине чикнĕ. Вăл пуçарнипе укçан пысăк пайне КВЦ пĕр ООО шучĕ çине куçарнă, кайран ăна укçан илнĕ. Çак миллионсемпе хăй пĕлнĕ пек усă курнă май пуçлăх компание уйрăмах пысăк виçепе сиен кÿнĕ.

Çавăн пекех вăл 2009 çулта ултавлă майпа хăйĕн мăшăрне компани гендиректорĕн заместителĕн пулăшуçин должноçне ĕçе йышăннине çирĕплетекен хутсем хатĕрленĕ. Тĕрĕссипе, 2009 çулхи июльтен тытăнса 2010 çулхи декабрьччен мăшăрĕ нимĕнле ĕç те пурнăçламан, анчах шалу илнĕ. Ĕç укçине тата преми тÿлевĕсене, 747 пин ытла тенке, Ширунов служба вырăнĕпе усă курса вăрланă.

Кунтан Михаил Юрьевича урăх республикăна куçарнă - вăл "Пушкăртстанăн энергосбыт компанийĕ" ООО /ЭСКБ/ гендиректорĕн пуканне йышăннă. Унта та ямăттине хапсăнма пăрахман. 2011 çулхи сентябрьтен пуçласа 2013 çулхи октябрьччен хăй Чулхулара служба командировкинче пулнине ĕнентерекен суя документсем хатĕрленĕ /пĕтĕмпе - 49 тĕслĕх/. Чăннипе вара служба командировкисенче пулман, хăй пурăнакан Чулхулана хăйĕн тата çемье ĕçĕсемпе çÿренĕ. Апла пулин те Ĕпхĕве таврăнмассерен бухгалтерие отчет докуменчĕсене тăратнă. Суя документсемпе командировкăра пулнине çирĕплетнĕ май компани унăн командировка тăкакĕсене саплаштарнă. ЭСКБна кÿнĕ сиен виçине 1 млн та 436 пин тенкĕлĕх хакланă.

Çапла вара Ширунов патшалăх пайĕ те пур предприятисене пĕтĕмпе 14,3 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Следстви вăхăтĕнче вăл айăпне йышăннă, сиене туллин саплаштарнă.

Суд ăна служба вырăнĕпе усă курса пысăк виçепе улталанăшăн 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма тата 1 млн тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.

Николай ДМИТРИЕВ

Рубрика: