Галошевăн пултарулăх чикки

2 Çурла, 2016

Чăваш наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерийинче çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче ЧР Художниксен союзĕн, РФ Журналистсен союзĕн членĕн Владимир Галошевăн «Пултарулăх чикки» куравĕ уçăлать.

Владимир Галошев Елчĕк районĕнче 1968 çулта çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне пĕтернĕ. «Тантăш» корреспондентĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн фотографĕнче, И.Н.Ульянов тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ музейсен заведующийĕсенче, ЧР Патшалăх Канашĕн Аппаратĕнче вăй хунă.

Владимир Петрович — нумай статьяпа кĕнеке авторĕ. Çавăн пекех вăл фильмсем те, видеоклипсем те ÿкерет. Унăн «Чăваш тĕнчи» ярăмри фильмĕсене Чăваш наци телекуравĕпе тăтăшах кăтартаççĕ. «Çын пĕлмен тĕрĕ» /1996/, «Эткер» /2009/, «Батальоны моей родины» /2015/ фильмĕсен сценари авторĕ тата режиссерĕ. Художника юмахсемпе халап сюжечĕсем кăсăклантараççĕ. Чăвашлăх — унăн тĕп теми. Ку — выставкăра та живопиçĕн тĕрлĕ техникипе ÿкернĕ картинăсем, декораципе хушма искусство ĕçĕсем пулĕç.

Рубрика: