Фотообъективра - упа!

19 Çу, 2015

«Сăрçи» заповедникăн Улатăр вăрманĕнчи лаптăкĕнче 1-2 хăмăр упа пурăнать. Кăçалхи апрелĕн 9-мĕшĕнче пĕри чăтлăхра вырнаçтарнă фотоаппарат объективне лекрĕ /сăнÿкерчĕкре/. Чăн та, пахалăхĕ начар. Çапах Чăваш Ен упи-çке! Сахалинри мар. Хĕл каçнă шăтăкĕнчен тухнă та апат шыраса çÿрет. Юр çинче нимех те тупаймасть. Кăткă тĕмми патне пырса тухсан савăннипе мĕкĕркелесех илет. Малти урисемпе тĕмме çĕмĕрсе тăприне хыçалалла сирпĕтет. Унта ĕрчекенсене юратсах çиет. Тăприпе, вĕт турачĕ-тĕречĕпе пĕрлех!

Çулĕ çинче çĕрĕшнĕ тунката тĕл пулсан урипе çапса ватать те - хурт-кăпшанкăн çуллă личинкисем тухаççĕ. Вĕсене те çисе киленет. Путлăхра шур çырли хĕл каçнине пĕлет. Юр ирĕлсе пĕтсен шапа-калтапа, кăшлакан вĕт чĕрчунпа, ÿсентăран тымарĕпе, чир-чĕре пула вилнĕ енлĕк тушкипе тăранать.

Май уйăхĕнче унăн юратнă апачĕ - ем-ешĕл курăкпа хыр-чăрăш лăссин çеп-çемçе те сип-симĕс тăрри. Унта утаманшăн усăллă япала нумай.

Республикăра 2013 çулта - 14, пĕлтĕр 15 хăмăр упа шута илнĕ: Улатăр районĕнче - 6, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă тăрăхĕсенче - 1-ер, Пăрачкав енре - 2, Шупашкар районĕнче /Атăл йăлăмĕнче/ - 4.

Утамана Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Ăна вĕлерме, суранлама, йăвине çĕмĕрме юрамасть. Саккуна пăссан пысăк штраф тÿлеттереççĕ.

Константин АРЗАМАСЦЕВ,

«Сăрçин» патшалăх инспекторĕ

Рубрика: