Форумра - Дума депутачĕсем

9 Юпа, 2014

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума ĕнер РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова тата Çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн членĕ Александр Карелин килсе çитнĕ. Депутатсем форумăн дискусси сессийĕсене, «çавра сĕтелсене» хутшăнаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ Чăваш Енре юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртет. Тивĕçлĕ хушăва çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă. Унта тĕнчери спорт организацийĕсен ертÿçисем, Раççей Правительствин членĕсем, федерацин тата регионсен ĕç тăвакан влаç органĕсен, спорт федерацийĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем хутшăнаççĕ.

Форум программинче - наукăпа практика конференцийĕсем, Раççейĕн спорт çăлтăрĕсем ирттерекен ăсталăх класĕсем, пĕрлехи лару, «çавра сĕтелсем». Çавăн пекех культура мероприятийĕсем те пулаççĕ, çав шутра - Шупашкарти музейсене, куравсемпе театрсене çитсе курасси.

Спорт форумне Чăваш Енре йĕркелени ăнсăртран мар. Юлашки вунă çуллăхра регион спорта вăйлă аталантаракан тата сывă регион пулнипе палăрнă. 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх республикăна пуçласа «Раççей регионĕсем» номинацире Раççей Правительствин физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премийĕпе чысланă, 2012 çулшăн Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра çĕр-шыври регионсен хушшинче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес енĕпе 2-мĕш вырăн йышăннă. Республикăн Спорт министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх - Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă, халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси 45,9% танлашать.

К.АНДРЕЕВ

Рубрика: 
Автор: