Фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç

3 Чÿк, 2015

Хăрушсăрлăх тата çынсене çăлассин тематикипе Чрезвычайлă лару-тăру министерстви пулăшнипе йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри "Созвездие мужества" VII фестивалĕн Чăваш Енри тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

"Пирĕн суйлав - хăрушлăхсăр пурăнасси" чĕнÿпе ирттерекен фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - хальхи вăхăтри паттăрсем: пушарнăйсем, çăлавçăсем тата ахаль çынсем, синкерлĕ лару-тăрура ыттисен пурнăçне çăлас тесе хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисем çинчен - каласа парасси. Фестиваль условийĕсемпе килĕшÿллĕн Раççей МЧСĕн подразделенийĕсемпе ĕçченĕсен хушшинче професси ăсталăхĕн конкурсĕсем иртнĕ. Служба ĕçĕнче пысăк çитĕнÿ тунисене - çĕнтерÿçĕсене - уявра "Чи лайăх пушарнăй", "Чи лайăх çăлавçă", "Караулăн чи лайăх пуçлăхĕ", "Чи лайăх пушар чаçĕ", "Пĕчĕк карапсен чи лайăх патшалăх инспекторĕ" тата ытти сумлă ята панипе пĕрлех фестивалĕн статуэткипе, дипломпа, асăнмалăх парнепе чысларĕç.

Ытти çулсенчи пекех, чрезвычайлă ведомство кăçал та МИХсен халăхăн хăрушсăрлăх культурине йĕркелес ĕçе пысăк тÿпе хывнă представителĕсене уйрăм наградăсемпе палăртрĕ. "Эпĕ журналистсене пирĕн ĕç-хĕл, инкеке лекнĕ çынсен пурнăçĕпе пурлăхне сыхласа хăварас тесе тăрăшакан профессионалсем çинчен халăх патне тĕрĕс те уçă информаци илсе çитернĕшĕн тав тăватăп", - терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор. Пысăк чыса тивĕçнисен хушшинче "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те пур. "Хыпар" хаçат корреспонденчĕ Ирина Клементьева "Пичет МИХĕсенчи чи лайăх материал", Сергей Журавлев фотокорреспондент "Паттăр çине тинкерсе пăх" номинацисемпе çĕнтернĕ. Саламлатпăр!

Рубрика: