Федераци округĕнче - тăваттăмĕш

3 Çĕртме, 2016

Республикăра çурхи культурăсене 310 пин гектар çинче акса хăварнă. Плана 98% тултарнă. ЧР ку кăтартупа федерацин Атăлçи округĕнче /89,4%/ 4-мĕш вырăнта. Палăртнине 13 район пурнăçланă. Çĕрулми 8,6 пин гектар çинче лартнă /86,9%/. Чи пысăк лаптăк — Патăрьелсен — 1672 гектар /республикăн 5-мĕш пайĕ/.

Ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă. Çак ĕçе Çĕрпÿ районĕнчи "Колос" хуçалăх çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчех пуçăннă. Техника нумай çул ÿсекен курăка çулать. Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" агрофирма сенаж хатĕрлет.

В.ВАСИЛЬЕВ

Рубрика: