- Чăвашла верси
- Русская версия
Етĕрнесем юрла-юрла... çумăр çутараççĕ
Республика кунĕ тĕлне Етĕрне районне Китай 30 артисчĕ килсе çитнĕ. Пĕтĕм ял клуба утнă çав кун, залра ларма кăна мар, тăма та вырăн юлман. Чăваш йăлипе хăнасене çăкăр-тăварпа, юрăпа хапăлласа кĕтсе илнĕ. Культура çурчĕн ертÿçи Лидия Скворцов ют-çĕр шыв çыннисене хăналассишĕн ăшталаннă кăна. Мĕн çитермелле вĕсене? Канфет-печени, икерчĕ янтăланă, 6 тĕрлĕ курăкран симĕс чей вĕретсе хатĕрленĕ. Чăнах та, чăваш кучченеçне тиркемен хăнасем, уйрăмах чей килĕшнине пĕлтернĕ.
«Артистсен сцена костюмĕ питĕ нумайччĕ, анчах пысăк кутамккапа кĕнине асăрхамарăмăр-çке. Кустăрмаллă чăматанĕнче электричество ятарлă хатĕрĕ пур-мĕн вĕсен, çавăнпа çи-пуç тирпейлĕн майлашăнать», - асăрханă Лидия Николаевна.
Концерт хыççăн артистсене Ачакри кафене илсе кайнă. Унта вĕри яшкапа, хĕрлĕ пулăпа ăшаланă çĕр улмипе сăйланă. Хăнасем хăйсемпе пĕрле техĕмлĕх чиксе çÿреççĕ иккен. Çавна кирек мĕнле апата та хушаççĕ е сĕрсе çиеççĕ. Çăкăра вара, хурине те, шуррине те, тĕкĕнмен те вĕсем, хуплăвăн питне кăна кăмăлланă. Газ хушнă нимĕнле шыва та ĕçмеççĕ иккен вĕсем.
Пирĕн тăрăх хăнасене чылай тĕлĕнтермĕшпе астарнă. Пахча çимĕç епле ÿснипе кăсăкланнă. Улăхра çÿрекен кĕтĕве те пырса пăлхатнă: лăпкăн кавлесе выртакан ĕнесене тăратсах сăн ÿкерме тытăннă.
Юлашки кунсем уявран пуян пулчĕç. Мăн Явăшри «Выла» пултарулăх коллективĕ Чăваш наци конгресĕ йыхравланипе хăй те Мускавра иртнĕ пĕтĕм чăвашсен Акатуйне кайнă. 2003 çулта йĕркеленнĕ ушкăн çулсеренех республика тулашне тухма май тупать. «Чĕмпĕрте иртнĕ Акатуй халĕ те манăçран тухмасть. Уявра «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат валеçетчĕç, çĕнĕ номерсем марччĕ, эпĕ вĕсене килте вуланăччĕ ĕнтĕ. Пĕр арçын кăларăма ярса илчĕ те кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ, хаçата чуп тăвать хăй. Çавна курсан манăн чун пăчăртанчĕ, куççуль тухрĕ. Çывăх тăванпа калаçнă пек чылайччен уйрăлаймарăмăр аякри йăхташăмăрсенчен...» - аса илчĕ Лидия Скворцова.
Кăçал Мускаври Измайлово кремлĕнче «Выласене» чи сумлă хăнасене кĕтсе илнĕ çĕре чĕннĕ. Чăваш шупăрĕ тăхăннă Михаил Михайлов, Михаил Долгов, Виктор Егоров купăсçăсемпе, Владимир Григорьев параппанçăпа кам кăна сăн ÿкерĕнмен-ши?
«Суту-илÿ речĕсем тăрăх утаттăмăр. Тир çĕлĕксем сутакан вырăнта чарăнтăмăр та калпак хакĕпе кăсăклантăмăр. «Юрласа памасăр - каламастăп», - шахвăртрĕ сутăçă. «Çумăр çăвать» юрра шăрантартăмăр вара. Чăнах та, çумăр çурĕ вăл кун. Çапах та вăл кăмăла пăсмарĕ», - каласа кăтартрĕ пултарулăх ушкăнĕнче чылайранпа чун киленĕçĕ тупнă Альбина Разумова.
«Пĕрле сăн ÿкерĕнес тĕллевпе Раççей халăх артисчĕ Станислав Садальский патне пытăмăр, унăн тараватлăхĕ тĕлĕнтерчĕ пире. Çын мĕн чухлĕ ăнăçлăрах, çавăн чухлĕ ансатрах çав», - палăртаççĕ хавхаланупа таврăннă хĕрарăмсем.
Комментари хушас