«Эсир кунĕн-çĕрĕн ĕçлетĕр…» ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсене çапла хак пачĕ

18 Кăрлач, 2016

Массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсем кăрлачăн 16-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç.

- Çак кунсенче чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине паллă тăватпăр, - терĕ ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов. - Чăваш журналистикине «Хыпар» никĕсленĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕ паян çăмăл мар тапхăра чăтса ирттерет, апла пулин те холдинг ертÿçисем пĕтĕм вăя хурса кăткăс ыйтусене татса парасса, вулакансен йышне ÿстерессе шанатăп.

Пĕлтĕр республика пурнăçĕ тĕрлĕ ĕçпе шавласа тăчĕ. РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев, Пĕтĕм Раççей тата Мускав Патриархĕ Кирилл пирĕн пата килсе курчĕç, çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионачĕ, ЧР Пуçлăхĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕсем иртрĕç. МИХсем васкавлăн ĕçлесе, çав мероприятисене йĕркеленĕ пĕрремĕш çынсемпе калаçса пурин çинчен те халăха вăхăтра пĕлтерчĕç.

- Чăваш журналистикине никĕсленĕ Николай Никольский 110 çул каялла чăвашсене: «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ», - тесе чĕнсе каланă. XXI ĕмĕрте çак чĕнĕве упраса хăварасси - пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Информацие халăх патне вăхăтра, объективлă çитересси, республика пурнăçĕпе уйрăм çынсем çинчен халăх мĕнлерех пĕтĕмлетÿ тăвасси журналистăн професси ăсталăхĕнчен, яваплăхĕн, шалти культуринчен нумай килет.

ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров журналистсен пĕрлĕхĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине - «Советская Чувашия» хаçат корреспондентне Л.Никитина тата «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăçпа вĕренÿ пайĕн редакторне И.Ивановăна, Николай Никольский ячĕллĕ премие - «Хыпар» Издательство çурчĕн «Самант» журналĕн редакторне В.Степанова, Л.Ильин ячĕллĕ премие Чăвашсельхознадзор управленийĕн пресс-секретарьне Н.Васильевăна парса чысларĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ