«Эсир — халăхăн тĕп хăвачĕ…»

23 Çĕртме, 2016

Чăваш Енĕн хастар та маттур çыннисене, тăван хутлăхăн пурнăçне ырăлăх кÿмешкĕн уйрăмах пысăк тÿпе хывнисене, Республика кунĕ умĕн чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хăйсен ĕçĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ ентешсене çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Чыслав залĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе сумларĕ.

«Кунта паян пултаруллă та пуçаруллă ентешсен хушшинче хисеп çĕнсе илнĕ маттур та ĕçчен, ырă та ăшпиллĕ çынсем пухăннă май зал тата илĕртÿллĕрех те хăтлăрах курăнать. Эсир — халăхăн тĕп хăвачĕ. Тĕслĕхĕрпе ыттисене хĕмлентеретĕр, малалла ăнтăлма хавхалантаратăр тата Чăваш хутлăхĕн, Раççейĕн ят-сумне тĕреклетмешкĕн хастар хутшăнатăр. Çакна республика ытти регион хушшинче кăтартуллă шутланни те аван çирĕплетет. Чĕре хушнипе, яваплăха туйса вăй хунăшăн сире тав тăватăп. Пирĕн обществăн малашлăхĕ тăрăшулăхăрпа, çитĕнĕвĕрсемпе тачă çыхăннă. Патшалăх политикинче вара çынсен пурнăçĕн пахалăхне ÿстересси, кашнин социаллă тăнăçлăхне çирĕплетесси приоритетлă тĕллев пулса тăрать, — терĕ Михаил Игнатьев чыслава пухăннисене саламланă май. — Ĕç çыннин çулталăкĕнче, республика кунне паллă тунă тапхăрта производствăра малта пыракансене, Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПК тĕп агрономĕ Михаил Горбунов, республикăри çар комиссарĕн заместителĕ Александр Исаев, «Чăваш Республикинчи композиторсен союзĕн» правленийĕн председателĕ Николай Казаков йышши хастарсене чыслама уйрăмах кăмăллă».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Николай Казакова, Михаил Николаева /Шупашкарти «Промэнерго» АХО/, Георгий Быкова /«ТУС» АХО/, Александр Акимова /ЧЯХА/, Станислав Майкова /«Чăвашхлебопродукт» АО/ — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тавĕпе, Елена Бадаевăна /«1-мĕш çăкăр завочĕ» ООО/, Александр Исаева, Людмила Нянинăна /культура училищи/, Олег Мешкова /ЧР Патшалăх Канашĕ/ — «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орденпа тата орден медалĕпе, Нина Димитриевăна /ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Шупашкарти общество организацийĕ/, Геннадий Тимофеева /Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз/ Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысларĕ. Геннадий Белов, Людмила Сарбаш /ЧПУ/, Николай Муратов Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕн ятне тивĕçрĕç. Республика экономикине аталантармашкăн пысăк тÿпе хывнă хастарсен йышлă ушкăнĕ хăйсен отраслĕнче тава тивĕçлисем пулса тăчĕç.

Валентина СМИРНОВА

Теги: