Ешĕл "хунавсем" вăхăтсăр хуçăлаççĕ...
14 Dec, 2015 | Чăвашфильм

Ĕнер Шупашкарти "Волжский" кинопремьера кану комплексĕнче "Чăвашфильм" ÿкернĕ "Ветки" фильм премьери пулчĕ. Ăна Владимир Синяев режиссер ÿкернĕ. Пултарулăх ушкăнĕ кинофильма çитес çул Раççейре ирттерме палăртнă Кино çулталăкне халалланă.

Малтанах пултарулăх ушкăнне, актерсене ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Шупашкар хулинчи Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Романова, кинофильм режиссерĕ Владимир Синяев саламларĕç, паянхи саманашăн пĕлтерĕшлĕ, капашсăр пысăк ĕç тунăшăн тав турĕç. Студентсемпе çамрăксен ячĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Владимир Сергеев сăмах илчĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пурнăç çулне тĕрĕс суйласси, вĕсене ытларах волонтерсен тата ĕç отрячĕсене явăçтарасси пирки каларĕ вăл. Фильма пăхма, тĕрĕссипе, çăмăлах мар. Мĕншĕн тесен вăл пирĕн пурнăçăн тÿнтер енне - çамрăксем наркомана çаврăннине - уçса парать. Нумайăшĕ çапла хăйсен пурнăçне татать. Çап-çамрăк, ешĕл "хунавсем" вăхăтсăр хуçăлаççĕ... Раççейре çулсерен наркомание пула 30000 çын пурнăçран уйрăлать...

Пухăннисене фильм пурне те кăмăла килнĕ. Çакă пултарулăх ушкăнне чылай ыйту панинчен те палăрчĕ. Тĕрĕссипе, "Ветки" кинона кашни çамрăкăн курмалла. Владимир Синяев пĕлтернĕ тăрăх - çитес вăхăтра ăна Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти кинотеатрсенче кăтартĕç.