Ертÿçĕсемпе пĕрле сÿтсе яврĕç

28 Юпа, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ял хуçалăх организацийĕсен тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен ертÿçисен пĕр ушкăнĕпе тĕл пулчĕ.

«Çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва хутшăннисем аграрисене патшалăх пулăшăвĕ парассипе, ял хуçалăхне инвестици ытларах хывассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Предприятисен производство лару-тăрăвĕпе, уйрăммăн илсен çулталăкра тупăш мĕн чухлĕ илнипе, пысăк çитĕнÿсем тума ура хуракан чăрмавсемпе, коллективсен тĕллевĕпе паллаштарчĕç.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов килес çултан федераци субсидийĕсем уйăрмалли йĕркере еплерех çĕнĕлĕхсем пуласси çинчен каласа кăтартрĕ. «Ольдеевская» агрофирмăн генеральнăй директорĕн пулăшуçи Евгения Беликова сăвакан ĕнесен йышне ÿстерсе сĕт ытларах сутас тĕллев тытнине пĕлтерчĕ.

— Сĕт тата унран тунă юр-вар тĕнчипех хакланса пырать, — терĕ республика Пуçлăхĕ. — Раççейри тирпейлекен предприятисене 9 миллион тонна чĕрĕ сĕт çитмест. Заводсем ăна пĕр-пĕринпе тупăшсах йышăнаççĕ. Апла пулсан республикăра нумайрах туса илсе сутмалла. Хальхи вăхăтра унăн сутлăх хакĕ лайăх. Сĕтлĕх ĕне выльăх ĕрчетесси — тупăш кÿрекен тĕллев.

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: