Эрнипех катаччи чупнă

4 Авăн, 2015

Следстви комитечĕн Шупашкарти Мускав районĕн пайĕ харăсах тăватă çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. 16 çулти виçĕ каччă тата вĕсен 21-ри тусĕ вăрăпа çакланнă.

Преступленисенчен пĕри кăçалхи январĕн 4-мĕшĕнче каçхине пулнă. Туссем Шупашкарăн Кăнтăр-хĕвеланăç районĕнчи пĕр гараж çăрине ватнă та шала кĕнĕ, унти "Лифан" автомобиле вăрласа тухнă. Пуçтахсем ют машинăпа ултă кун катаччи чупнă. Татах та çÿретчĕç пуль те - январĕн 10-мĕшĕнче каçхине туссене полици чарнă.

Ĕç-пуçа тĕпченĕ май вĕсен ытти "çылăхне" те тăрă шыв çине кăларнă. 21 çулти каччă тепĕр тусĕпе пĕрле хайхи гаражран радар-детектор, видеорегистратор тата ытти пурлăх та /пĕтĕмпе 8 пин тенкĕлĕх/ вăрланă иккен. Чăн та, кун пирки ушкăнри тата икĕ çамрăка шарламан. Январĕн 2-3-мĕшĕсенче вара виççĕшĕ тата икĕ гаража кĕнĕ. Пĕринче хăйсене кирлине нимĕн те тупайман, тепринчен велосипедпа насус вăрласа тухнă.

Çул çитмен çамрăксене уголовлă майпа йĕрлессине следователь ыйтнипе амнисти акчĕпе усă курса малтанхи следстви вăхăтĕнчех вĕçленĕ, вĕсен аслă юлташĕн вара туллин явап тытма тивĕ. Уголовлă ĕçе суда ярса панă ĕнтĕ.

Н.АНАТОЛЬЕВ.

Рубрика: