«Эпир шанăçа çухатмастпăр»

16 Кăрлач, 2017

 Атлетсем çĕнĕ çула çутă хавхаланупа пуçларĕç

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче спортсменсем Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Пĕлтĕр Раççей гран-прийĕн хĕллехи виççĕмĕш тапхăрĕн ятне тивĕçнĕ ăмăртăва çулсерен ятлă-сумлă спортсменсем хутшăнаççĕ. Малтанхи çулсенче çăмăл атлетика манежĕн пахалăхне Олимп чемпионĕсем Юрий Борзаковскипе Иван Ухов, тĕнче чемпионкисем Светлана Школинăпа Марина Арзамасова тата ыттисем тĕрĕсленĕ.

 Кăçал атлетсем 200, 800, 1500, 3000 метрлă дистанцисенче тата шăчăпа сикес енĕпе медальсен 8 комплекчĕшĕн вăй виçрĕç. Ăмăртăва яланхи пекех спринтерсем /800 метр/ пуçларĕç. Пирвайхи старта чăваш атлечĕсем те тухрĕç. Арçынсен ушкăнĕнче Раççей спорт мастерĕ Владимир Попов дистанцие виççĕмĕш вĕçлерĕ. Сăмах май, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан спортсмен /вĕрентекенĕ — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Валентин Давалов/ ку ăмăртăва пĕрре мар хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Яшсен кĕрешĕвĕнче Кирилл Григорьева ăнчĕ: çамрăк атлет 1500 метр чупса «бронзăллă» пулчĕ. Ку дистанцирех Диана Политова лайăх кăтартупа палăрчĕ, вăл та — виççĕмĕш. Стайерсен тупăшăвĕ те /3000 метр/ питĕ хĕрÿ иртрĕ. Ку ăмăртура Вăрнар районĕн пики, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Екатерина Ишова хăюллăнах çĕнтерчĕ, Анна Ильина иккĕмĕш тухрĕ.

Шăчăпа сикекенсен секторĕнче кăçал та хĕрÿ пулчĕ. Кунта командăн чи вăйлă спортсменĕсем Анжелика Сидорова, Ангелина Краснова тата Ольга Муллина тупăшрĕç. Пурпĕр Чăваш Ен спортсменкине çитекенни пулмарĕ: А.Сидоровăн кăтартăвĕ — 4,70 метр. «Иртнĕ çул Раççей ат-лечĕсемшĕн çăмăл килмерĕ, çапах эпир пуçа усса лармарăмăр. Хамăр çĕршывра иртнĕ ăмăртусенче тупăшса ăсталăха туптарăмăр. Çĕнĕ çул ăнăçлăрах пуласса шанатăп. Тĕнче шайĕнчи турнирсене хутшăнма ирĕк парасса кĕтетĕп. Çĕнĕ сезона эпĕ лайăх ĕмĕт-тĕллевпе пуçларăм», — терĕ спортсменка. Сăмах май, Европа тата тĕнче чемпионачĕсен призерĕ 2016 çулта виçĕ ăмăртура хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ: «Вырăс хĕлĕ» ăмăртура тата Раççей чемпионатĕнче ылтăн ме-даль çĕнсе илнĕ, Шупашкарта иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Калиниченко тата ыттисем саламларĕç. Вĕсем Раççей команди тĕнче спорчĕн лидерĕн ятне каялла тавăрасса, спортсменăн ят-сумĕ ÿсессе шаннине палăртрĕç, çамрăк атлетсене чемпионсенчен тĕслĕх илсе яланах çĕнтерÿ патне ăнтăлма сунчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕн парнисене тивĕçнисем Раççей гран-прийĕн хĕллехи ăмăртăвĕсем хыççăн нарăс уйăхĕнче иртекен «Вырăс хĕлĕ — 2017» турнирта вăй виçĕç.

Сумлă ăмăртупа пĕрлех Çĕнĕ Шупашкарта Атăлçи тăрăхĕн чемпионачĕ старт илчĕ. Унта çамрăк атлетсем тĕрлĕ секторта ăмăртса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçессишĕн тупăшрĕç. Пĕр кун маларах, кăрлачăн 13-мĕшĕнче, паллă спортсменсем — Юрий Борзаковский, Анжелика Сидорова, Ангелина Краснова, Полина Кельгаева тата РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Светлана Абрамова Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕн воспитанникĕсемпе ăсталăх сехечĕ ирттерчĕç. Çамрăксене тренировка вăхăтĕнче тумалли çĕнĕ хăнăхтарусемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех спорт çăлтăрĕсем яшсемпе хĕрсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Сăмах май, кунашкал мастер-классем пирĕн республикăра пĕрре мар иртнĕ. Çав тĕлпулусенче сумлă атлетсемпе тренерсем спортăн анлă çулĕ çине тухакансене сĕнÿ-канаш параççĕ, спортри хăйсен пĕрремĕш утăмĕсем тата çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа кăтартаççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Рубрика: