Эпир çапах та тĕрĕс çул тупнă
17 Oct, 2017 | Хыпар | Культура | ЧНК

Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалланă «Чĕрĕк ĕмĕр — иртнипе пулассине çыхăнтаракан тапхăр» ярăма малалла тăсатпăр. Паянхи кăларăм хăни — филологи наукисен кандидачĕ, халăх академикĕ, поэт, писатель, Чăваш наци конгресне никĕслекенсенчен пĕри Виталий Станьял Никитин.

— Виталий Петрович, асаилÿ çăмхине сÿтме вăхăт çитрĕ.

— Чĕрĕк ĕмĕр сахал мар. Чĕрĕк ĕмĕрте çын пурнăçĕнче те, пĕрлешÿсенче те питĕ нумай улшăну пулса иртет. Чăваш наци конгресне йĕркелени çинчен калаçма пуçличчен малтан Яковлев обществине туса хуни пирки аса илмелле. Çак пĕрлĕх уставне эпĕ 1988 çулта Грузири Цхалтуба хулинче çыртăм. Ку шухăш Руставели обществипе паллашнă хыççăн пуçа пырса кĕчĕ. Мĕншĕн чăвашсен Яковлев обществи-не тума май çук? Ун чухне пирĕн асра Яковлевран пысăк çын пулман. Анчах парторганизаци çав пĕрлĕхе йĕркелеме ирĕк памарĕ. Ваттисем астума тивĕç. «Родина» кинотеатр пулнă çуртра пуçтарăннăччĕ эпир. Зал йĕри-тавра — милиционерсем, урам тулли — милиционер. Автобуссене çÿреме чарнă, студентсем демонстрацие пынă пек пуçтарăнаççĕ. Анчах тĕп докладчик пымарĕ. Çапах пуху лайăх иртрĕ. Атнер Хусанкай пурччĕ, Иосиф Дмитриева лайăх астăватăп.

Унтан Чăваш культура автономине, центрне йĕркеленĕччĕ. Ун чухне вĕтĕ-вĕтĕ парти нумайччĕ. Сăмахран, Чăваш аталану партийĕ. Унăн уставне çыртарассине те эпĕ ертсе пынă. Анчах çав партие кĕмен, мĕншĕн тесен наци палли тăрăх парти тума юрамасть.

Парти нумайланса кайрĕ. Капла хирĕçсе пурăнса май килмест, мĕнле те пулин урăхла меслет тупмалла. Ассамблея, ассоциаци, конгресс… Эпĕ хам ун чухне Чăваш халăх хуралĕ тесе сĕннĕччĕ. Халăх сапаланса кайнă, çĕршыв пăтранать. Çынсене хÿтĕлемелле. 1992 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш страницинче сылтăм енче Чăваш халăхĕн наци конгресне пуçтарасси пирки пĕлтерÿ пичетленчĕ. Интереслĕ те, çавна вулакансем асăрхаман та. Кубарев вара асăрханă. Вăл ун чухне Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Председателĕ. Аслă Канаш пире майлă пулчĕ.

Атнер Хусанкая йĕркелÿ комитетне пухма сĕнтĕмĕр. Вăл ун чухне депутат. Малтанах чăваш тÿпинче кам кăштах палăрнă — çавсене шутласа тухрăмăр. Вăл, ку, тепри… Анчах Хусанкайран лайăхраххине ту-паймарăмăр. Ашшĕн ячĕ, амăшĕн ячĕ, хăй депутат. Вăл хирĕç мар. Э.Кубарев мана пĕрремĕш ларурах конгресс уставне çырма хушрĕ. Пуç кĕçĕтсе кайрĕ: эпĕ комсомол уставĕпе парти уставĕсĕр пуçне урăх нимĕнле устав та курман. Пĕр виçĕ кунра унтан-кунтан пăхкаласа пуçра мĕн пуррине чĕркелерĕм. Вăл пулса çитнĕ устав та мар, çапах та никĕсĕ пур.

Татах аса илес килет. Шăпах çав вăхăталла тутарсем те ку ыйтăва хускатрĕç. Э.Кубарев мана тата Хусанкая пĕрле Хусана Пĕтĕм çĕршыври тутарсен курултайне илсе кайрĕ...

Çакăн хыççăн Кубарев питĕ çирĕп ыйтма пуçларĕ — «Тутарсем пухăва лайăх ирттерчĕç, пирĕн те вĕсенчен кая юлмалла мар». Манăн шухăшăмпа — пĕрремĕш съезд кĕтнинчен те лайăх иртрĕ. Николай Васильевич Пыркина ырăпа асăнас килет. Чунĕ çÿлти патшалăхра пултăр. Вăл Аслă Канашра пай пуçлăхĕнче ĕçлетчĕ, документсене хатĕрлес енĕпе нумай тăрăшрĕ. Хальхи пек интернет, телефон çук. Ют çĕршыври ентешсене шыранă. Акă манăн алăра список. Илья Алексеевич Антонов, Канадăра пурăнать. Сергей Николаевич Падюковпа çыхăнма Самарти чăвашлăхпа ĕçлекен Надежда Панферова пулăшрĕ. Падюков Чăваш Ене килсе курма чĕнсен питĕ савăнчĕ: «Ахаль те пырасшăнччĕ-ха. Манăн Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакан тăвансем пур». Падюков килни пирĕншĕн чăннипех кĕтменлĕх пулчĕ. Хамăр патрисем, тулайрисем, диаспорăри чăвашсем кĕпĕрленсе килчĕç. Пĕрремĕш съезд, каларăм ĕнтĕ, питĕ хаваслă, çĕкленÿллĕ уяв пулчĕ.

Канадăран, Америкăран мĕншĕн хистесех чĕнсе илнĕ-ха?

— Тĕнчери мĕн пур чăваша пĕрлештерес тĕллев пулнă чи малтан. Кунтисемпе — лайăх-и, начар-и — çыхăну çапах та пур. Эпĕ студентсемпе Тутар, Пушкăрт, Самар, Куйбышев çĕрĕсем тăрăх 25 çул çÿренĕ. Экспедици, тĕлпулу шучĕпе кăна мар, кирек ăçта кайсан та «пирĕн, чăвашсен, мĕнле чăмăр-танмалла?» ыйтăва çĕкленĕ. Пĕрремĕш калаçăва хальхи пек лайăх ас тăватăп: Самар облаçĕнчи ялти колхоз правленийĕнче механизаторсемпе тĕл пултăмăр. Мĕн пирки сăмах пынине ăнлансан савăнса кайрĕç: «Шупашкара кайса курмалла. Ытти çĕрте чăвашсем мĕнле пурăнаççĕ?» Механизаторсем! Вĕсем вĕреннĕ çынсем мар, интеллигентсем мар. Шкул директорĕсем, партком секретарĕ чĕнмесĕр ларчĕç. Темле каласан лайăх? «Çÿлтен» тем калаççĕ-ха тата?

— Виталий Петрович, пĕрремĕш съезд президиумĕнче камсем пулчĕç?

— Геннадий Николаевич Волков, Андриян Григорьевич Николаев. Манăн Чăваш наци конгресĕн президентне вĕсене суйлас килетчĕ. Ялав вырăнне. Анчах иккĕшĕ те килĕшмерĕç.

— Пĕрремĕш съездран мĕн асра юлчĕ?

— Пĕрремĕш съездра эпĕ хатĕрленĕ сăмаха та калаймарăм. Тăсăлса кайрĕ. Нумай калаçрĕç: эпир кăна тунă, кăна тăватпăр. Проблема çинчен вара калаçасшăн мар. Вĕсем чăваш халăхĕн пурнăçĕ çинчен, Раççей шăпи çинчен шутламан. Хăйсем мĕн тунине халăха пĕлтерни пĕлтерĕшлĕрех, паллашу савăнăçĕ ытларах пулчĕ.

Çапах та уйрăмах хастаррисене камсене асăннă пулăттăн?

— Николай Лукиянов документсене тивĕçлĕ шая çитерессишĕн нумай тăрăшрĕ. Эпир ун чухне, тĕрĕссине калас тăк, патшалăх шайĕнче документ тума пĕлекен çынсен картне ÿссе çитнĕскерсем пулман. Халăха Чĕнсе каланине Алексей Леонтьев ыйтнипе пиччене пытарнă кун ялта çыртăм, кÿршĕ ачинчен хулана парса ятăм. Леонтьев кая юлатпăр тесе мана васкатать. Картишĕнче тупăк тăваççĕ. Эпĕ урамри пĕрене çине тухса лартăм. Шухăшсем малтанах пулнă ĕнтĕ, анчах çырса пĕтерейменччĕ çеç.

Юлашки çулсенче, Николай Угаслова президента суйласан, сирĕн ĕмĕтсем, шухăшсем улшăнмарĕç-и?

— Николай Угаслов тупăнни вăл — Конгресшăн телей. Ăна эпĕ унчченех лайăх пĕлетĕп. Унăн тăван ялĕнче те, Хулаçырминче, пулса курнă. Ăна суйланăшăн пĕрре те ÿпкелеместĕп. Вăл тÿнсе каякан урапана тăратса лартрĕ. Хăйĕн нушаллă ĕç нумай пулсассăн та вăхăтне тупса йĕркене кĕртрĕ, укçи-тенкине шеллемерĕ. Конгресăн халĕ идеологи, политика шайне хăпарса халăха чăмăртанма, экономикăна, финанс тытăмне, халăх хуçалăхне аталанма пулăшакан вăй пулса тăмалла. Николай Угаслов çинчен çырнисене сăнаса, вуласа пыратăп. Вăл нушапа, ĕçпе, тарпа пиçĕхсе ÿснĕ çын, йăкăлтатса çÿрекенскер мар. Чăн чăваш характерĕллĕ çын. Шăпах çавăн пеккисем ытларах кирлĕ. Шухăшламасăр каламасть, шухăшламасăр ĕç тумасть.

Конгресăн ятне пĕтерер мар. Пуçламăшĕ лайăх, тытăмĕ лайăх. Çакна малалла та аталантарасчĕ. Эпĕ халĕ шутлатăп та — çапах та эпир тĕрĕс çул тупнă. Ĕçлемелли мелĕсем те нумай. Мăн Канашра, Президиумра хальхи вăхăтра ĕçлекенсене тиркенĕшĕн çилленмелле мар. Итлемелле: каланинче юрăхлă пĕрчĕ пур-и е çук-и? Юрăхлине ăса илмелле.

Конгресра ĕçлекенсене саламлатăп. 25 çул вăл çапах та паллă тапхăр. Ăна чыслă ирттермелле. Çимĕçне тивĕçлĕ ÿстермелле, çимĕçне пуçтарнă хыççăн хунавне те куçарса ÿстерме пĕлмелле. Конгресс çавăн пек чĕрĕ япала вăл: халăх пĕтмесĕр пĕтмест.

 

Зоя ЯКОВЛЕВА калаçнă. Валентина БАГАДЕРОВА çырса илнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.