"Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018" видеосӑвӑсен конкурсӗнче иккĕри ача çĕнтернĕ

27 Ака, 2018

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче ĕнер "Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018" видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысланă. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче икĕ çулти ача та пур. 

"Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018" конкурса "Шкулта" интернет-журнал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, ЧНК, Чӑваш наци радиовӗ тата Чӑваш Республикин Наци библиотеки кăçалхипе ивççĕмĕш хут йӗркеленӗ.

Сăвă хитре вулакансене темиçе номинаципе чысланă. "Николай Ишентей сӑввисем, чи кӗҫӗннисем" ушкăнра Етĕрне районĕнчи Урпашри Лидия Якимова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шăпăрланăн амăшĕ Марина Витальевна "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине пĕлтернĕ тарăх, Лидия Якимова Николай Ишентей поэтăн «Чуччу ярăнни» сăввине вуланă. Пĕчĕк чăваш ачине Хисеп хучĕпе, сăвă авторĕн хăйĕн кĕнекисемпе тата пысăк ÿкерчĕк парса чысланă.

Рубрика: 

Комментари хушас