Ĕпхÿ чăвашĕсем çĕнĕ çулта – çĕнĕ çуртра

30 Кăрлач, 2015

Пушкăртстан Республикин тĕп хулинчен савăнăçлă хыпар çитрĕ, Ĕпхÿ чăвашĕсен вырсарни шкулĕ чылай вăхăт юсавра пулнă хыççăн çĕнĕрен ĕçлеме тытăннă.

19-мĕш ĕмĕрти çурта тĕпрен юсаса çĕнетме пуçлас умĕн педагогсемпе вĕренекенсем И.Яковлев шкулĕнче çитĕннĕ паллă математик тата педагог Павел Миронов хăй вăхăтĕнче ĕçленĕ çурта каялла таврăнасси пирки шикленнĕччĕ те. Акă, пăшăрханни халĕ пĕтĕмпех хыçа юлнă. Сăмах май - чăваш вырсарни шкулĕ, вăл Павел Миронов ячĕпе хисепленсе тăрать, 1992 çулта уçăлнăччĕ. Ăна Пушкăртстанри паллă журналист Иван Тарасов ертсе пырать.

Пушкин урамĕнче вырнаçнă унчченхи уес училищин çурчĕ - аренда енĕпе çăмăллатнă программăпа Ĕпхÿре реставрациленĕ пĕрремĕш об<ект. Программăна хула администрацийĕ 2013 çулта хатĕрленĕ. Унăн условийĕсем çакăн пек, малтанхи виçĕ çулта предприниматель çурта юсаса пĕтерет, çав вăхăтра бюджета арендăн рынок хакне тÿлет, унтан çăмăллатнă йĕркепе - 25 çул таран пĕр тăваткал метршăн пĕр тенкĕ.

Çурта вырăнти Марат Хафизов бизнесмен юсанă. Халĕ кунта офиссем, суту-илÿ пÿлĕмĕсем вырнаçнă. 187 тăваткал метрне чăваш вырсарни шкулне панă.

Ĕпхÿ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ирек Ялалов строительсен ĕçне лайăх хак парать. Ăна тата савăнăçлă уява килнĕ ытти хăнана шкулта вĕренекенсем питĕ кăмăллăн йышăннă, хăтлă пÿлĕмсемшĕн тав тунă. Иван Тарасов класс кабинечĕсемпе, акт залĕпе, декораципе хушма искусство валли уйăрнă пÿлĕмпе паллаштарнă. Ку енĕпе ачасемпе Вера Тарасова ĕçлет. Вăл - ăста тĕрĕçĕ, вырăнти ансамбль валли ятарласа чăваш тĕрриллĕ тум çĕленĕ.

Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Динар Халилов шухăшĕпе - вырсарни шкулĕн пÿлĕмĕсем ытти кунсенче те пушă тăмалла мар. Çавăнпа вăл кунта чăваш культурин хула музейне йĕркелеме сĕннĕ.

Хальхи вăхăтра вырсарни шкулне 140 ача çÿрет. Вĕсем чăваш чĕлхипе литературине, акăлчан чĕлхине вĕренеççĕ, информатика тата декораципе хушма искусство енĕпе тарăн пĕлÿ илеççĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.