«Эпĕ пурăннă чухне арăма мĕнле юратмаллине вĕренсе юлăр»

Кулăшпа сатира театрĕн артистки Вероника СОТНЕЗОВА кĕске сценкăсенче те роле тĕлĕнмелле интереслĕ уçса парать, халăха хырăм тытса култарать. «Акушер», «Сысна пумилкки», «Аншарли мыскари», «Хĕрсен общежитийĕ — каччăсем валли» тата ытти чылай фильмра вылянă артисткăн пултарулăхĕ еплерех аталаннипе паллашар-ха.

— Вероника, эсĕ калăплакан сăнарсенчен чăваш хĕрарăмĕ яр уççăн курăнать. Чи малтан чунри туйăмусене çиеле кăларатăн-çке-ха. Çак пултарулăхăн тымарĕ ăçтан йăл илнине пĕлесчĕ.

— Чи малтан — аттепе аннерен. Пултарулăх – Турă панă парне. Сăнар вылянăçемĕн пиçсе çитет, ерипен пуянланса, тулса пырать. Хăш чухне роль мĕнле пуласса режиссер та пĕлсех çитеймест. Чылай артист режиссер сăмахĕнчен иртеймест, эпĕ вара кашни сăнара хам пек куратăп, ăна хам тавра курăм урлă калăплатăп. Мĕнле пурăнмаллине пурнăç хăй вĕрентсе пырать. Ача садне çÿренĕ чухнех эпĕ уявсенче пуринчен малта пулма тăрăшаттăм, сăвăсемпе ташăсене тăрăшса вĕренеттĕм. Анне пушă вăхăтне ялти клубра ирттернĕ, спектакльсенче тĕрлĕ роль вылянă. Эпĕ вĕсене курса ÿснĕ. Кукамай та пĕчĕкрен: «Хĕрĕм, артист пул, чапа тухăн та акă сана телевизорпа курса савăнăп», — тетчĕ. Çичĕ ачине ура çине пĕччен тăратнă кукамай манăн пурнăçа çăмăлтарах тăвас тесе ĕмĕтленетчĕ. Артист ĕçĕ çăмăл тесе шутлатчĕ. Ачаранах аслисене итлеме тата вĕсемпе калаçма юрататтăм. Ялти кинемейсем кукамай патне ал ĕçĕ тума пухăнатчĕç, юрăсем шăрантаратчĕç. Вĕсене сăнама кăмăллаттăм. Çакă каярах сцена çинче ватă çын сăнарĕсене калăплама пулăшрĕ. Анне мана пукане пекех тăхăнтартнă. Пĕр кĕпене нихăçан та икĕ кун тăхăнман. Çавăнпа та сцена çинче тĕрлĕ роле умлăн-хыçлăн çăмăллăнах вылятăп. Кĕске миниатюрăсенче выляса 10-шар сăнар та калăплама тивет пĕр каçра.

— Тĕлĕнтеретĕн! Икĕ сехетре çавăн чухлĕ сăнара уçса пама ăçтан вăй тупатăн-ха?

— Пирĕн концертсене драма театрĕн артисчĕсем те килеççĕ.

Пĕррехинче хайхискерсем Кулăшпа сатира театрĕн ертÿçине

Виктор Петрова: «Эпир сăнарсене выляма 3-шер уйăх вĕре-

нетпĕр, сире вара виçĕ минут кирлĕ», — терĕç. Хăй тĕллĕн нимĕн

те пулмасть. Ăсталăх ĕçе юратнипе тÿррĕнех çыхăннă. Тата...

сцена çинче кăштах ăссăр пулмалла. Мĕн хăтланнине пĕлсен

хăв хăраса ÿкĕн! Виктор Петровпа «Икĕ пин çурă» кĕске сцен-

кăра усал та хаяр хĕрарăм рольне сăнарлатăп. «Ай-уй, ку хĕра-

рăмпа упăшки еплерех пурăнать-ши? Эпĕ ăна пĕр тăхтаса тă-

масăрах персе пăрахма хатĕр», — тенĕ ман пирки пĕр куракан.

Эпĕ çак сăнара ятарласа шыраман, вăл хăй çапла пулса тухрĕ.

— Кашни ял хĕрачиех пысăк сцена çине тухаймасть. Сана вара ăнăçнă.

— Пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне ялти клубра ташă кру-

жокĕ уçăлчĕ. Ăна Наталья Орлова ертсе пыратчĕ. Вăл ялти

ачасене пуçтарса клуб ертÿçипе Луиза Ивановнăпа конкурс

ирттерчĕ. Мана суйламарĕç, айккине сирсе хăварчĕç. Телей-

лисене чылай вăхăт ăмсанса çÿрерĕм. Пурнăç тĕрĕсмарлăхĕ

чĕреме самаях çунтарчĕ. Çак самантран ума лартнă тĕллевсе-

не пурнăçа кĕртесси пуçланчĕ-тĕр. Ташă кружокне лекес тесе

май пур таран тăрăшрăм. Кăштахран туссем урлă унта пыма

чĕнчĕç. Çав кунран пуçласа эпĕ яланах малтисен йышĕнче

пулнă. Иртнĕ вăхăта тав хучĕсемпе дипломсем аса илтереççĕ.

Çапах пĕр самант нихăçан та асăмран тухмĕ. Эпĕ 9-мĕш клас-

ра вĕреннĕ чухне клуба Кулăшпа сатира театрĕ спектакльпе

çитрĕ. Зал лăк тулли пухăнчĕ. Виктор Петров сцена çине кă-

ларма çын шырарĕ: паллă артистсене пародилемелле. Ха-

лăх пĕр саслăн: «Вероника, тух, ан вăтан, куна эсĕ çеç пул-

таратăн!» — кăшкăрчĕ. Хумханнипе алă-ура чĕтреме пуçларĕ.

Çине тăрса хистенипе сцена çине хăпартăм. Алла Пугачева

«Ах, какой мужчина» юрра шăрантарнă евĕр туса кăтартмалла

иккен. Мана Геннадий Винокуров артист пулăшрĕ. Пуçланчĕ

тамаша! Куракана куççуль тухиччен култартăмăр. «Концерт

хыççăн киле кайма ан васкăр-ха, калаçмалли пур», — терĕ

мана шÿт ăсти. Хыпăнса ÿкрĕм: «Мĕншĕн чĕнет-ши ку мана?

Айăпа кĕтĕм-ши?» Хăра-хăрах юлтăм. Клуб пушансан сцена

çине тепĕр хут хăпартăм. «Пĕр-пĕр юптару каласа пар-ха», —

тет Виктор Петров. «Вĕçкĕн Ваççа» юптарăва каларăм. Мух-

танă хыççăн: «Хĕрачи, пĕр-пĕр кун Шупашкара пирĕн театра

çит-ха, ятарлă комисси тĕрĕслĕ сана», — терĕ. Çак тĕлпулуран

артист пурнăçĕ пуçланчĕ те. Пытармастăп: унчченех артиста

вĕренме кайма ĕмĕтленеттĕм. Драма театрĕ илĕртетчĕ мана.

Виктор Петровпа пĕрле ĕçлессе вара тĕлĕкре те тĕлленмен.

— «Пулса иртни — веçех лайăха», — теççĕ. Айвансен роль-

не выляма çăмăл мар. Чăваш эстрадин шоуменĕ Петр Ермо-

лаев хăйĕн пирки: «Эпĕ — Чăваш Енĕн пĕрремĕш ухмахĕ»,

— тет. Эсĕ хăв пирки мĕн калайăн?

— Эпĕ вара — ухмахăн заместителĕ пуль /йăл кулать/. Пе-

тьăпа эпир çÿпçипе хупăлчи пекех. Пĕр-пĕрне куçран тин-

керсех сцена çинче хамăра мĕнле тытмаллине ăнкаратпăр.

Спектакльте вылянă чух вăл мĕн каласшăн пулнине туятăп.

Тепĕр чух сценарирен пăрăнасси те пулать. Залри халăх си-

сиччен куракана шахвăртса пĕр-пĕрне çăлатпăр.

— Кашни хĕр пĕрчиех ÿснĕçем ĕмĕтре пулас мăшăрĕн

сăнарне калăплать. Эсĕ те çаплах пулнă-тăр.

— Пĕррехинче, эпĕ ача чухне, «Янра, хут купăс» телекăла-

рăмра Александр Васильев Патăрьел районĕнчи Татмăшри

Николаевсен çемйипе паллаштарнăччĕ. Чăваш тумне тăхăн-

нă пĕчĕк ачасем юрлаççĕ, ташлаççĕ, ашшĕ хут купăс калать,

амăшĕ те юнашар. Мĕн тери туслă çемье! Питĕ килĕшÿллĕ

курăнаççĕ. Пилĕк ачине пĕчĕкрен йăла-йĕркене вĕрент-

се ÿстереççĕ. Ман та вĕсемпе пĕрле юрлас-ташлас килчĕ.

Ăшăмра питĕ ăмсантăм. Ара, эпир шăллăмпа иксĕмĕр çеç

çитĕннĕ-çке! Вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн

чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм.

Çур çултан, «Студентсен çуркуннине» хатĕрленнĕ чухне, ман-

ран пĕр-икĕ курс маларах вĕренекен Алексей Шадриков сце-

на çинчен чĕнчĕ те пĕр каччăпа паллаштарчĕ. Вăл Саша ятлă

иккен. Энергетика факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренетчĕ.

Мана сцена çинче курсан килĕштернĕ, çывăхрах паллашас

кăмăл çуралнă. Çамрăка пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ

таранах пăхрăм. Ятăма каланă хыççăн сцена çине васкарăм.

Хĕрÿ тапхăра пула хайхи каччă сăнарĕ пуçран тухса вĕçрĕ.

Иккĕмĕш хут ăна Мăнкун эрнинче общежити балконĕнче кур-

тăм. Хĕрсем патне хăнана килнĕ иккен. Эпир те туссемпе

унта уçăлма тухрăмăр. Вăт çапла тепĕр хут паллашрăмăр та!

Чылайччен сăмах-юмах çапрăмăр. 4 уйăхран Петр Ермола-

ев туйне пĕрле лекрĕмĕр. Вăл каччă енчен кÿнтеленччĕ. Туй

хыççăн мана тăван килне хăнана чĕнчĕ. Мана ашшĕ-амăшĕпе

аппăшĕн хĕр-тусĕ тесе суйса паллаштарчĕ. Çав кун хуçалăхра

туалет купалатчĕç. Эпĕ тума улăштартăм та пулăшма тухрăм.

Паянхи кун хунямапа хуняçа: «Ах, пирĕн кин пит маттур-çке,

ĕçлеме ăста», — тесе кăмăла çĕклеççĕ. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче

туссене пухса питĕ чаплă туй кĕрлеттертĕмĕр. Пĕррехинче

çапла упăшкан тăванĕсем патĕнче тĕрлĕ видеокассета пăх-

рăмăр. «Янра, хут купăс» кăларăма курсан икĕ пĕççе шарт!

çапрăм. «Эпĕ пĕчĕк чух сирĕн çемьене лекме ĕмĕтленнĕччĕ»,

— терĕм хунямапа хуняçана. Вĕсем питĕ тĕлĕнчĕç. Пулать

вĕт çапла пурнăçра! Чунтан ĕмĕтленни пурнăçа кĕретех. Мă-

шăрăн çывăх çыннисене пĕрремĕш кунранах «атте», «анне»

тесе чĕнтĕм. Вĕсем мана кинĕ пек мар, хĕрĕ пекех йышăнчĕç. Малалла вулас...

 

 

 

 

 

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.