Ентешне асра тытаççĕ

6 Ака, 2015

Чăваш Енĕн тĕп театрĕн паллă режиссерĕ, драматург, Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Леонид Родионов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Леонид Никанорович К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çур ĕмĕре яхăн ĕçленĕ. Унăн юбилейĕ тĕлне театрта асаилÿ каçĕ те йĕркеленĕччĕ.

Театр ĕçченĕсем çеç мар, паллă çыннăмăрăн ентешĕсем те ăна асра тытаççĕ. Çуралнă ялĕнче - Самар облаçĕнчи Çерки районĕнчи Кивĕ Якальте - мартăн 5-мĕшĕнче вăл вĕреннĕ шкул çурчĕ çине Асăну хăми çакнă. Çак мероприятие виçĕ район - Исаклă, Похвиçнĕ, Çерки - делегацийĕсем хутшăннă. Асăну хăми уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă митингра Çерки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Савельев, районти чăваш культура автономийĕн филиалĕн ертÿçи Геннадий Никитин, "Самар ен" хаçат редакторĕ Николай Давыдов сăмах каланă. Хурамал Экĕлек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Карягин Леонид Родионов пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Сăмах илекенсем татах пулнă: режиссерăн тăванĕсем, ăна астăвакансем, пултарулăхĕпе кăсăкланакансем.

Паллă ентешĕ ячĕпе ялти клубра пысăк концерт иртнĕ. Унта тĕрлĕ районтан пырса çитнĕ пултарулăх коллективĕсем хутшăннă. Куракансене пирĕн ентешĕмĕр - Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Николай Карлин композитор - Хурамал Экĕлекĕнче йĕркеленĕ чăваш юррисен "Асамат" коллективĕ уйрăмах килĕшнĕ.

Çерки районĕнче турист маршрутне аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Туристсене кунти Тĕпсĕр кÿлĕ патне илсе килеççĕ иккен. Çитес вăхăтра маршрута чаплă режиссер çуралнă ялпа та çыхăнтарасшăн.

Надежда ГЕОРГИЕВА

Рубрика: