Эмел сутнăшăн ирĕклĕхрен хăтарасшăн

Шупашкарта пурăнакан 32 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Усламçă регистрацилемен эмелсем сутнă тесе шухăшлаççĕ. Кун пирки РФ СКан Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтерет.

2016 çулхи юпа уйăхĕнче хайхискер пĕр соцсетьре икĕ аккаунт уçнă. Унта вăл патшалăхăн реестрĕнче тăман тата регистрацилемен виçĕ тĕрлĕ эмел сутасси пирки пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Арçын ăна кăçалхи пуш уйăхĕччен сутнă, 150 пине яхăн тупăш тунă.

— Айăпланаканăн хваттерĕнче тĕрĕслев ирттернĕ май сутма хатĕрленĕ хайхи препаратсен пысăк виçине туртса илнĕ /850 ытла таблетка, кашнин вăтам хакĕ — 100 тенке яхăн/, — пĕлтереççĕ следстви комитетĕнче.

Хальхи вăхăтра саккунсăр сутнă эмелсем арçын аллине мĕнле лекнине тĕпчеççĕ. Айăпне çирĕплетсен ăна 5 çул таран ирĕклĕхрен хăтарма пултараççĕ.

 

Нина ЦАРЫГИНА. РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас