Ĕмчĕсене пурнăçланă

24 Раштав, 2015

Çĕнĕ çул умĕн ачасем ĕмĕчĕсене хут çине шăрçаласа Хĕл мучи патне çыру вĕçтереççĕ. Асамлăха ĕненеççĕ вĕсем. Аслисем вара шăпăрлансен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ.

Чăваш Республикин Общество палати çулсерен иртекен «Ачана асамлăх парнеле» акцие хутшăнма кăмăл тунă. Уяв умĕн вăл «Сывă наци» общество организацийĕпе пĕрле Пăрачкаври И.Н.Ульянов ячĕллĕ ача çуртне тата Çĕмĕрлери «Ăлочка» ача çуртне çитнĕ. Кашни шăпăрланах пылак тата ытти парнене тивĕçнĕ. ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков çын мĕнле тĕллев лартнинчен унăн малашнехи пурнăçĕ килнине палăртса каланă. Çак кун Ача-пăча полици академийĕн вĕренекенĕсем, «Сывă наци» юхăм представителĕсем шăпăрлансемпе тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ.

Рубрика: