Электроэнергисĕр юлнă ялсене çутă çитнĕ

Утă уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенчи çĕрле республикăри хăш-пĕр районта аслатиллĕ çумăр, вăйлă çил алхасрĕ. Вăл Çĕмĕрле хулине уйрăмах шар кăтартнине эпир пĕлтернĕччĕ: унта йывăçсене тÿнтернĕ, çутăсăр хăварнă, газ сетне сиенлетнĕ. Республикăри хăш-пĕр районта çутă пăралукĕсем татăлнă. Паян ирхи тăхăр сехет тĕлне инкеке пур çĕрте те сирнĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çутăсăр юлнă обьектсенчен хăшĕсенче ятарлă службăсем çĕрлех ĕçлеме пуçланă. Инкеке 44 çынран тăракан 8 юсав бригади тата 9 техника сирнĕ.

Сăмах май, çутă пăралукĕ татăлнине асăрхасан 8-800-775-16-42, +7 (967) 470-10-93 е 01, 101 телефонсемпе пĕлтерме пулать. Юлашкинчен асăннă икĕ номерпе инкеклĕ ытти лару-тăру çинчен те систерме май пур.

www.hypar.ru

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас