Елчĕксен хастарлăхĕ ан иксĕлтĕр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче пулчĕ. Лаш Таяпари таса Турă Амăшне асăнса лартнă чиркĕве уçма хутшăнчĕ. Шупашкар тата Чăваш епархийĕн управляющийĕ Варнава Митрополит ăна сăвапларĕ тата литурги ирттерчĕ. Михаил Васильевич чиркĕве пухăннисене пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламларĕ, ăна тума пулăшнăшăн тав турĕ. " Республикăра чиркÿсемпе мичĕтсем çĕкленеççĕ, чун-чĕмлĕх чĕрĕлет. Кунта эпĕ телейлĕ те ырă чунлă çынсене куратăп. Ырăлăхпа пултарулăх хевти республикăна малалла та ăнăçлă аталантарма хушма вăй парасса шанатăп", - терĕ М.Игнатьев.

Аслă Елчĕкре тин çеç хута янă асфальтланă çул пахалăхĕпе паллашрĕ. Ăна тума республика тата вырăнти бюджет 6,6 млн тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. "Ялта та çынсем хулари пекех хăтлă пурăнччăр, çамрăксем юлччăр, экономикăпа ял хуçалăхне аталантарччăр тесе ял урамĕсенче лайăх çулсем саратпăр", - палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев районăн çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк хак пачĕ, вырмари çитĕнÿпе саламларĕ. Елчĕксем кăçал нихçанхинчен тухăçлă тырпул çитĕнтернĕ - кашни гектартан вăтамран 28 центнер. Тырă калăпăшĕпе те вĕсене пĕр район та çитеймест - 60140 тонна!