Елчĕксем ентешне асра тытаççĕ

17 Чÿк, 2015

Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă спортсменĕ, Олимп вăййисен бронза призерĕ Ардалион Игнатьев /1930-1998/ çуралнăранпа 80 çул çитет. Çак пулăма халалласа республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пысăк мероприятисем йĕркелеме палăртнă.

Паттăр ентешне Елчĕксем асрах тытаççĕ. Нумаях пулмасть район центрĕнчи халăх музейĕнче «Çитĕнÿсем патне туптанă çул» ятпа курав уçăлнă. Унта спортсменăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан сăнÿкерчĕксемпе тата документсемпе паллашма пулать. Музей ĕçченĕсем те хăнасене А.Игнатьевăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа параççĕ. Спорт çăлтăрĕн çуралнă кунĕнче вара вĕсем асăну каçне йĕркелеме палăртнă. Чăваш спортсменĕсене Олимпиадăна çул уçаканне сума сăвакансене тата спорта юратакансене пурне те «Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕ» уява йыхравлаççĕ.

Рубрика: