Эл кÿллин çыранĕ те таса пултăр
8 Jul, 2015 | Ял хуçалăхĕ

Тăвай районĕнчи Эл кÿлли - çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан республика шайĕнчи лаптăкĕ.

4 га йышăнать. Шывĕ тăрă та - 2 м тарăнăш витĕр курăнать. Кÿлĕ Эл юханшывĕн сулахай çыранĕ енче. Унăн хÿтĕлев лаптăкĕнче - çаран, 80 çулти юман, 20-30 çулти хыр, чăрăш, çăка вăрманĕ. Кÿлĕре 7 тĕрлĕ пулла, 6 тĕслĕ /йĕмпĕлтĕк/ моллюска, сосудлă ÿсентăранăн - 13, хÿтĕлев лаптăкĕнче /16,5 га/ 100 тĕсне шута илнĕ.

Кунта хуçалăх тĕллевĕпе çыхăннă ĕç тума, таврана варалама, çĕре сухалама, кĕтÿ çÿретме, автотранспортпа кĕме, йывăç-тĕме касма юрамасть. Анчах хăшпĕрисем саккуна пăхăнмаççĕ. Сăмахран, хÿмене çĕмĕреççĕ, хăпартнă тăпрана иртеççĕ, асăрхаттару юписене тÿнтереççĕ.

Элпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ ЧР Çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен дирекцийĕпе çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа кÿлле пăхсах тăрать. 2012 çулта Нÿшкассипе Элпуçсем кÿлĕ таврашĕнчи тĕмсемпе хăрăксене каснă, вĕсемпе хытă каяша тиесе янă. 2013-2014 çулсенче шыв хĕррине тирпейлеме Элпуç шкулĕнче вĕренекенсем, администраци, клубсен, библиотекăсен, ача сачĕн специалисчĕсем, çÿлте асăннă ялсенче тата Çĕнçырмара пурăнакансем хутшăннă. Тавралăха хăтлăлатма çутçанталăк тусĕ Юрий Борисов нумай пулăшнă.

Иртнĕ уйăхра кÿлĕ таврашне илем кĕртме 20-ĕн пухăннă. Ăпăр-тапăра тиесе ятарлă вырăна ăсатнă, çыранпа вăрман патне çăмăл автомашинăпа ан пыччăр тесе тăпра çĕклесе çула пÿлнĕ, çăлкуçа тасатнă.

 

Николай ПЕТРОВ